Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çуркуннехи субботникре

Тавралăха çурхи сăн çапрĕ: симĕс курăк ешерме пуçларĕ, йывăç папкисем те симĕсленчĕç. Çак илемпе юнашарах кĕркунне тăкăннă типĕ çулçăсем, тĕрлĕрен çÿп-çап, кĕленче, тĕрлĕ пакет хучĕсем ешерсе тухакан çĕр питне илемсĕрлетеççĕ. Тин çеç пуçĕсене çĕкленĕ ачăлташпа мачăлташ чечеккисем те сап-сарă пуçĕсемпе тÿпенелле кармашнă май: «Пире те ирĕклĕрех ÿсме, тата та илĕртÿллĕрех ешерме майсем туса парăр-ха», - тенĕнех хăйсем патне йыхăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Кивĕ Вăрмар вăтам шкулĕнче вĕренекенсем шкул тавра тирпей-илем кĕртме тухрĕç. Кашнин аллинче ĕç вĕресе тăрать кăна. Пĕри шăпăрпа шăлса тасатать, арçын ачасем наçилккасемпе тиесе çÿп-çап куписем çине кайса тăкаççĕ. Çапла кĕске вăхăтра шкул территорийĕ тап-таса пулса тăчĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕç. Тавралăх илемĕ хамăршăн-çке.



30 апреля 2010
00:00
Поделиться