Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аса ил-ха,салтак!

Аслă Çĕнтерĕвĕн çывхарса килекен 65 çулхи юбилейĕ никама та айккинче хăвармарĕ. Çакна халалласа кулленех çине-çинех мероприятисем иртсе пычĕç районта.

«Асаттене тавах çĕнтернĕшĕн» акци йĕркипе Вăрмарти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.Петрушкова «Вăрçă çеç ан пултăр нихçан» ятлă «çĕнтерÿ десанчĕ» йĕркеленĕ. Ятарласа ветерансене чыслас тĕллевпе Ю.Кудрявцева вĕрентекен, 3 «а» класс ачисем хăйсен аллисемпе япаласем тунă, чуна хумхантаракан сăвăсем вĕреннĕ. Г.Петрушкова, Ю.Кудрявцева тата Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 3 «а» класра вĕренекенсем поселокра пурăнакан Георгий Михайлович Иванов вăрçă участникĕ патĕнче пулса курчĕç. 84 çулхи ветеран хăнасене хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вăл 15 çулхи çамрăк кăна пулнă. 1943 çулта Г.Иванов хăй ирĕкĕпе фронта тухса каяс тесе çар комиссариатне каять. Çамрăкран повестка ыйтаççĕ. Паллах,17 çулхи каччăн повестка пулман. Унăн юлташĕсене Аякри Хĕвелтухăçне яраççĕ, ăна хăвараççĕ. Вĕсене ăсатнă вăхăтра юлашки самантра тапраннă пуйăсран çакланса юлать вăл. Çапла 22 талăкран Никольск-Уссурийск хулине çитсе тăрать. Аслă Çĕнтерĕве те çак хуларах кĕтсе илет.

Георгий Михайловичăн 7 çул хушши тăван çĕрсенчен уйрăлса пурăнма тивет. 1950-мĕш çулта тин таврăнать вăл тăван киле. Медальсемпе пуян ветеранăн аса илмелли, мухтанмалли нумай. Шкул ачисем ăна çитес Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕç, пĕчĕк парнесемпе савăнтарчĕç. Шкул ачисем çак кунсенче ытти ветерансем патне те çитсе курĕç.



30 апреля 2010
00:00
Поделиться