Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Энерги тухăçлăхĕпе унăн перекетлĕхĕ

Н.Федоров Президент РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.Рапота пуçарнипе видеоконференци режимĕпе иртнĕ округри канашлăва хутшăннă. Унта сÿтсе явнă тĕп тема - федерацин 2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче «Энерги перекетлесси, энерги тухăçлăхне ÿстересси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăннă саккунне пурнăçлас ыйтусем.

Чăваш Енре 1996 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчех Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикинче 1996-2005 çулсенче энерги тата ресурссем перекетлемелли тĕп çул-йĕрсем çинчен» йышăнăвне кăларнă, ăна кашни 5 çулта çĕнетсе пыраççĕ. Кăçалхи февралĕн 2-мĕшĕнче Республикăн энерги перекетлемелли тĕллевлĕ программине йышăннă, унпа килĕшÿллĕн асăннă ыйтупа нумай шайлă пĕрлехи тытăм туса хунине кура 2020 çулччен регионăн пĕтĕмĕшле продукт производстви энерги тăкакласси 20 процент чакĕ, электричество çухатăвĕсем сахалтан та 3 процент пĕчĕкленĕç. Çапла майпа энергоресурссен мĕн пур потребителĕн энерги валли каякан тăкакĕсен пĕтĕмĕшле перекечĕ 3,4 млрд тенке çитмелле.

Энерги енĕпе тухăçлă хула - Çĕнĕ Шупашкар. Пысăк мар çак хулара 130 пин çын ытла пурăнать. Проекта пурнăçланă май юлашки 3 çул хушшинче унта электроэнергипе усă курасси 15,3 процент чакнă. Мĕн пур бюджет организацийĕпе пурăнмалли çурта ăшă тата электричество энергине шута илмелли приборсемпе тивĕçтернĕ. Паян энерги тухăçлăхĕпе энерги перекетлесси Раççей Президенчĕ Д.Медведев Çĕршыв экономикин çĕнетĕвĕпе технологи аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче асăннă 5 стратеги çул-йĕрĕн шутне кĕреççĕ. Çĕршывăн Президент палăртнă чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри - 2020 çул тĕлне çĕршывăмăр экономики энерги тăкаклассине 40 процент чакарасси. Çак тĕллеве пурнăçлама энерги тухăçлăхĕпе энерги перекетлĕхĕн çĕнĕ управлени тытăмне туса хумалла.



30 апреля 2010
00:00
Поделиться