Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтран янă пекех

Совет саманинче фронтри çырусене тÿлевсĕрех çÿретнĕ. Вĕсене виçкĕтеслĕх туса хуçлатса конвертсăрах ăсатнă. Конвертсем вăл вăхăтра яланах çителĕксĕр пулнă. Ахаль тетрадь листине малтан сылтăм енчен сулахай еннелле хуçлатнă, унтан сулахай енчен сылтăмалла. Тетрадь листи тÿркĕтеслĕх пек пулнипе хуçланмасăр юлнă пайне виçкĕтеслĕх ăшне чикнĕ. Хатĕр çырăва çыпăçтарман, мĕншĕн тесен ăна пурпĕрех цензура витĕр кăларнă.

Чăваш Ене кăçалхи çул çакăн пек конвертсем пурĕ 12300 çитнĕ. Кашни вăрçă ветеранне Раççей территорийĕнче тÿлевсĕр саланакан виçшер виçкĕтеслĕх-конверт тивĕçĕ. Çак хăйне евĕрлĕ конвертсем ватăсене çамрăклăхне, çапăçури юлташĕсене, фронтри почта çуратнă туйăмсене аса илме пулăшĕ. Вăрмарти социаллă хÿтлĕх пайне 67 вăрçă участникĕ валли 201 виçкĕтеслĕх-конвертсем çитнĕ.



04 мая 2010
00:00
Поделиться