Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нихăçан манми хыçа юлнă кун-çул

Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитет. Çĕнтерÿ пуличчен халăх еплерех терт-асап курнине çак çулсем хушшинче нумай вуласа, киносем курса тата ватăсем каласа панинчен пĕлетпĕр. Кашни çын терт-асап курса пурăннă вăл вăхăтра. Вĕсенчен пĕри - Пĕчĕк Енккасси ялĕнче 1930 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче кун çути курнă Антонина Ивановна Иванова. Вăл нумай ачаллă (9) çемьере çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ вара унăн лăп та шăп колхоз йĕркеленнĕ вăхăтра иртнĕ. Тоня аппан иртнине аса илсен яланах чунĕ хурланать. Вăл иртнĕ кунсене аса илнине пĕр вĕçĕмсĕр итлесе ларас килет. Манăн вара Антонина Ивановнан аса илĕвне вулакансене çырса кăтартас килчĕ.

«Архиври документсем тăрăх пирĕн колхоз «Ударник» ятлă пулнă. Малтанхи председателĕ - Сергей Кузнецов. Вăл вăхăтра çынсем колхоза кĕме те шикленнĕ. Пĕр-икĕ çемье пĕрлешÿллĕ хуçалăха кĕнĕ пулсан та, хăшĕ-пĕрисем заявленисене каялла илнисем те пулнă. Унта кĕмесен пурнăç йывăр пулнă, патшалăх умĕнчи парăмсене те 2 хут ÿстерсе илнĕ. Колхоза кĕмен хуçалăхсен налук шучĕпе аш-какай, çăмарта тата ытти те тÿлемелле пулнă. Парăмсене вăхăтра татмасан ку енĕпе яваплă çынсем килĕрен çÿресе выльăхсене е хаклăрах япаласене илсе тухса кайнă, кил-çуртсăр хăварнă тĕслĕхсем те пулнă. Колхозăн çĕрĕ çинче выльăхсене çитерсе çÿретмен. Вăрмана кайсан серте е мăйăр татнине лесник курсан туртса илнĕ. Саккуна пăхăнсах ĕçленĕ-ши, калама йывăр.

Пирĕн атте колхоза икĕ ачипе - манпа тата Гальăпа кĕнĕ. Анне вара аслă ачисемпе (Зинаидăпа тата Николайпа) кĕмен. 1937-1938 çулсенче эпĕ астăвасса пурнăç питĕ йывăр пулнă. Колхозра ĕçленĕшĕн тырă, улăм валеçсе паратчĕç. Тăхăнмалли çукчĕ. Килте сÿс-кантăр акнă, сÿс тунă, арланă, çыхнă, тĕртнĕ, кĕпе-йĕме алăпа çĕлесе тăхăннă. Çăм арласа нуски-алсиш çыхнă, çăматăсем те вăл вăхăтра никамăн та çителĕклĕ пулман. Арçынсем валли çăм тăла тăватчĕç, вăл тачкарах пултăр тесе килĕсенче кисĕппе киветчĕç. Аçама та, сăхмана та килте çĕлетчĕç. Пир тĕртмелли станокпа (пир вырăнĕ) утиялпа улача алшăлли те тĕртетчĕç. Кантăр вăррине ăшаласа, ăна тÿсе çăнăх туса (ăшă çăкăрпа хутăш) кантăр вăрри чăмакки туса çиеттĕмĕр, çăвĕ юхса тăратчĕ. Выльăх валли те, хамăр валли те вăрмана йĕкел пуçтарма пайтах кайнă. Çичĕ çул тултарсан 1-мĕш класа кайнине паянхи пекех астăватăп. Ял çумĕнчи йывăçран тунă çĕнĕ шкулта Анна Константиновна учительница вĕрентетчĕ. Хăй вăл Кинчерсемччĕ, кайран вара Атайкассине качча тухса пирĕн ялтан куçса кайнăччĕ. Каярахпа Анна Ивановна Долина вĕрентнĕ, унтан - Илья Димитриевич Горнастаев. Класра - эпĕ, Катя, Лена, Суйка, Тариç, Сахье, Хреçук, Алексей, Коля, Митя, Зосим, Ленька, Вечча, Алексей, Иван, Ваççа, Петя пĕрле вĕреннĕ. Тăхăнмалли енчен çăмăлах пулманнине пула шкула çарран çÿренĕ самантсем те пулнă. Учитель вара атте патне хут татки çине ачана шкула çарран яма юраманни çинчен пĕлтерсе çырса парса яратчĕ. Хам вуласа тухаттăмччĕ те аттене памастăмччĕ, пиччен (Кольăн) пысăк пушмакне тăхăнтарса ярасран хăраттăм ĕнтĕ. Урăх тăхăнмалли пулман. Атте çăпата хуçатчĕ-ха, ĕлкĕреймен пуль çав, çемье пысăк пулнă. Çăпата çине шыв ан виттĕр тесе кукăр тупанĕ йывăçран çыпăçтарса паратчĕç. Атă, калуш тăхăнса та курман. Мăнкунра улача кĕпи çĕлесе паратчĕç. Пылак кучченеçсем ачана савăнтарнă-ха ĕнтĕ. Килте ĕне, сурăхсем, чăх-чĕпсем яланах пулнă, йывăр вăхăтра вĕсем пире нумай пулăшнă. Ялта 4 класс пĕтернĕ чухне пире Анна Ивановна Краснова вĕрентнĕ, вăл Урнар ялĕнченччĕ. Пирĕн яла качча тухса 5 хĕр ача çуратса ÿстернĕ. Паянхи кун та ялтах пурăнать. Ялти шкула вĕренсе пĕтернĕ вăхăтра -1941çулта - вăрçă пуçланчĕ. Пуçланчĕ те вара ахăр самана. Аттене, Иван Платонович Павловскине, 1900 çулта çуралнăскере, вăрçа илсе кайрĕç. Вăл вăхăтра ялтан нумай арçынсем, хĕрсем вăрçа туха-туха кайрĕç. Пирĕн ялтан 80 çын вăрçа тухса кайса 29-шĕ таврăнаймарĕç. Çав шутра пирĕн атте те вăрçăра 1943 çулта пуçне хунă. Ăна Хмельницки облаçĕнчи Славута хулине пытарнă. Вăрçа тухса кайнисем хушшинче 4 хĕр ача - Евген, Анна, Хетура, Нина - пулнă, вĕсем киле сывах таврăннă. Вăрçă вăхăчĕ пуриншĕн те чĕр нуша пулнă. Ĕçлекен арçынсем çук, хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем çине пĕтĕм йывăрлăх тиеннĕ. Эпир вара 9 пĕр тăванран 5-шĕ шкула çÿренĕ, 4-шĕ шкул çулне çитмен ачасем пулнă. Кĕçнисене питех те йывăр килчĕ, вĕсем тăраниччен çăкăр та çисе кураймарĕç. Çурлапа тырă вырма анне тара кĕрешсе Чупай ялне илсе каятчĕ. Пĕр гектар вырнăшăн 5 пăт тырă паратчĕ Иван Григорьевич председатель. Тырă вырнă вăхăтра ана çинче çĕр каçнисем те сахалах пулман. Нимĕн те çимелли çук чухне тырă чăшăласа çиеттĕмĕр. Пăрçа ани çывăх чухне ăна кайса татса апатланаттăмăр. Киле таврăнсан анне пĕрер стакан ăшă тин сунă сĕт ĕçтеретчĕ. Вăл вăхăтра пире, Галинăпа иксĕмĕре, ытларах йывăр лекетчĕ, Зинаидăна шкул сакки çинченех ФЗОна илсе кайрĕç, Николай чукун çул çине ĕçлеме кайнăччĕ. Унта вăл нумаях та ĕçлеймерĕ, икĕ пÿрнине пуйăс урапине башмак лартнă чух таттарнăччĕ. ФЗОра вĕренсе тухнă хыççăн Зинаидăна Калининград таран чукун çул çине юсав ĕçĕсем тума янăччĕ. Вăл вара Юдино станцийĕнче мĕн пенсие кайичченех хăйĕн ĕçне чукун çулпа çыхăнтарчĕ. Ун чухне ÿсĕр çынсем ялта çукчĕ, пĕр-пĕринпе никам та хирĕçмен, праçниксене те питĕ хисеплетчĕç. Урамра кăнтăрла та вăйăсем пулатчĕç. Каçхине те вăййа тухнă, ниме пăхмасăр купăс та, балалайка та каланă, ташланă, юрланă. Эпир, кĕçĕнреххисем, аслăраххисем хыçĕнче кĕшĕлтетсе çÿренĕ. Темле йывăр пулсан та ял халăхĕ вăрçăри салтаксене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшнă. Колхоз председателĕ çÿрекен лашана та вăрçа илсе кайрĕç. Шкултан таврăнсан çимелли çуккипе уя çĕрĕк çĕр улми пуçтарма та пайтах кайнă. Çусăр, нимсĕр пашалу пĕçерсе çинĕ.

Вăл вăхăтра пирĕн аннепе Никон арăмĕ Марье аппа, Георги матки инке Кипечрен 1 пăт хăмла илсе килетчĕç те Октябрьски районне урапапа туртса кайса, сутса 1 михĕ тырă илсе килетчĕç. Темле терт-нуша та курнă. Вăрçă вăхăтĕнчи кунсем нихăçан та асран тухас çук пулĕ. Вăл вăхăтра тата «коксагыз» текен культура та ÿстеретчĕç. Унран резина тăвать тетчĕç. Унта ĕçлеме тухнăшăн çÿхе резина калуш паратчĕç. Питĕ нумай нуша курнă хыççăн, 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вăрçă чарăннă тесе пĕлтерчĕç. Эпĕ ун чухне Аслă Чакри 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Вăл кун питĕ ăшă, уяр çанталăк пулнă. Вăрçă чарăннине пĕлсен уйра сумккасене çÿлелле ывăта-ывăта савăнтăмăр. Савăнăçĕпе хуйăхĕ те пĕрле пулчĕ темелле, мĕншĕн тесен чылайăшĕсем вăрçăран таврăнаймарĕç-çке. Çынсем савăннă кунсенче вăрçăран таврăнманнисен арăмĕсем ачисене пуçтарса куççуль витĕр тырă вырма илсе тухса каятчĕç. Вăрçă чарăннă хыççăн та пурнăç пĕрре те лайăх пулман: çимелли çукчĕ, колхозĕ юхăннă. Хĕрарăмсемпе инвалид салтаксем, çамрăк ачасем ĕçлетчĕç, пурпĕрех тăраниччен çăкăр çисе курайман. Тырă вырнă вăхăтра 150-200 грамм çăнăх пекрех япала - пусупка, жмых - паратчĕç. Ăна курăкпа хутăш яшкана лăкаса ярса апат пĕçернĕ. Вăл вăхăтра выçăпа вилнĕ тĕслĕхсем те сахалах пулман. Пирĕнпе юнашар Иван Кузнецов 3-4 ачи, Василий Павловскин 3 ачи кĕске вăхăтрах вилчĕç, асапланакансем татах та пулнă. Вăрçă тухичченхи çулсенче те, маларахрисенче те трахома, кĕçĕ чирĕсем алхасатчĕç. Таракан, хăнкăла, пыйтă кашни килтех хуçаланнă, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра вĕсемпе кĕрешме условисем те пулман. Супăнь, керосин, шăрпăк тупса илме çав тери йывăрччĕ. Кĕскен каласан, пурнăç çав тери йывăр пулнă. Вăл вăхăтра пирĕн яла çитме çул пулман. Ăçта та пулин каяс пулсан, Энĕшпуç е Патти станцине çурран утнă. Çапах та йывăрлăха çĕнтерсе пурпĕрех вĕренме тăрăшаттăмăр. Манпа пĕр тăвансем те, юлташсем те тĕрлĕ çĕре вĕренме кайрĕç, чылайăшĕсем аслă пĕлÿ те илнĕ. Пирĕнтен аслăраххисем вăрçа кайса килнĕ хыççăн вĕреннĕ. Эпĕ вара шкул вĕренсе пĕтерсен Канашри финанс техникумне вĕренме кĕрсе, ăна ăнăçлă пĕтерсе 1951 çулта Çĕрпÿ хулинче пĕр организацире инспектор-ревизорта ĕçлеме тытăнтăм.1950-1951 çулсенче пурнăç йĕркене кĕме пуçларĕ, вăрçăра чĕрĕ юлнисем киле таврăнса пĕтрĕç. Кам уксах, кам алăсăр, кам контузие пула чĕлхесĕр тăрса юлнă тата ытти те.

1957 çулта качча тухса виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Асли - Людмила Куйбышеври медицина институтне пĕтерчĕ, иккĕмĕш ывăлĕ - Валерий - Çĕпÿри совхоз техникумра, кĕçĕнни - Борис - Йошкар-Олари политехника техникумĕнче пĕлÿ илчĕç. Халĕ ачасем пурте çемьеллĕ, куç тулли мăнуксем, вĕсен савăнăçĕ - манăн савăнăç. 1985 çулта пенсие тухрăм. Халĕ пурнăç условийĕсем лайăх, пенсине те вăхăтра параççĕ. Çĕр çинче тек вăрçă кăна курас марччĕ»,- терĕ вăрçăпа та, ĕçпе те пиçĕхнĕ ветеран.



04 мая 2010
00:00
Поделиться