Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕлме

Арçынсемпе пĕрлех вăрçă вут-çулăмне хĕрарăмсем те кĕнĕ. Вĕсем медицина сестрисем, санитарсем, связистсем пулнă. Вăрмарти çар комиссариатĕнчен вăрçа кайнисенчен кăна икĕ хĕр-ентеш çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Тылра юлнисем вара çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ял хуçалăхĕнче, сĕтел-пукан фабрикинче тăрăшнă. Пĕтĕм йывăр ĕç вĕсемпе çамрăксем çине тиеннĕ. Вăрçă çулĕсенче тылра юлнă пирĕн ентешсем оборона фондне 12 млн та 446 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Донбасс ачисене пулăшма кăна 84536 тенкĕ те 15 пус ярса панă. Акă мĕн вулатпăр эпир ВКП (б) Чăваш обкомĕ 1944 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче фронт валли ăшă япаласем пуçтаракан Тĕп комитета янă документра: «Вăрмар районĕ планран ирттерсе 424 мăшăр кăçатă, 179 кĕрĕк, 97 çĕлĕк, тиртен çĕленĕ 20 жилет ярса панă». Уй-хирте, фермăсенче те ĕç вĕресе тăнă.

Акă «Дружба» колхоз ĕçченĕсем вăрçă çулĕсенче тыр-пул туса илессине 3 хут, мăйракаллă шултра выльăх шутне 18, сурăхсен йышне 7, сыснасенне 6 хут ÿстернĕ.



07 мая 2010
00:00
Поделиться