Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрремĕш хурлăхлă çыру

«Сирĕн ывăлăр, Илья Ефимович Долгов, Чăваш АССРĕнчи Вăрмар районне кĕрекен Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕскер, социализмла Тăван çĕршывшăн пынă çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса тата çар присягине парăнса 1941 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче вилчĕ. Ăна Смоленск облаçĕнчи Ярцево районĕнчи Кузьмино ялĕ çывăхĕнче пытарнă.

Полк командирĕ Дубов полковник, Полк комиссарĕ

КОЧУБЕЙ батальонный комиссар».

1941 çулхи июль уйăхĕн вĕçĕнче Кавал ялĕнче пурăнакан И.Долгов красноармеецăн ашшĕ-амăшне почтальон çакăн пек çыру илсе пырса панă. Ку вăл яла килнĕ пĕрремĕш хурлăхлă хыпар пулнă.

Вăрçă пуçланнă çулхи июнь-июль уйăхĕсенче асăннă ялтан фронта çĕршер салтака ăсатнă. Тăватă çула яхăн пынă вăрçă вăхăтĕнче Кавалсем кунашкал çырусене икçĕр ытла илнĕ.

Илья Долгова ял çыннисем юратнă, хисепленĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, вăл тăван «Маяк» колхозра ĕçленĕ. Каччăна çĕршыври пысăк стройкăсене туртнă. Илья, Куславккари комбината, каярахпа Мурманск облаçĕпе Кировокан хулинчи стройкăсене ĕçлеме тухса кайнă. 1941 çулхи апрельте ăна çара илеççĕ. Малтан - артиллерист, кайран - полк шкулĕнче вĕренекен. Пĕлÿ илме тăрăшакан салтак шкултан вĕренсе тухайман - ылханлă фашистсем Совет çĕршывĕн мирлĕ пурнăçне татнă. Илья Смоленск çывăхĕн чи юнлă тытăçăвĕсене хутшăннă. Кунта, Ярцево хули патĕнче, тăшман пăрахнă бомбăн татăкĕ унăн чĕрине ĕçлеме чарнă. 390-мĕш стрелковăй полкри юлташĕсем Илья Долгова чыслăн пытарнă. 1952 çулта унăн вил тăприн юлашкисене çар масарĕ çине куçарнă.

Тăван çĕршыв хăйĕн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсене манăçа хăвармасть. Майăн 9-мĕшĕнче - Çĕнтерÿ кунĕ тата Смоленск таврашне Гитлер вăрă-хурахĕсенчен тасатнă кун - сентябрĕн 25-мĕшĕнче Ярцево хулипе районти ĕççыннисем çар масарĕ çине митинг ирттерме йышлăн пухăнаççĕ. Вĕсем паттăррăн çапăçса вилнисене асăнса кунта çĕршер чечек çыххи хураççĕ.

Кавал ялĕнче те кунти ĕçченсем хăйсен ентешĕсен вилĕмсĕр ĕçĕсене асăнса тата вĕсене чысласа палăк лартнă.



07 мая 2010
00:00
Поделиться