Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куç курать те, шăл витмест

Тĕп библиотекăра апрель уйăхĕнче районта пурăнакансем пуçтарăннăччĕ. Кунта райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ А.Кузьмин халăха хваттерсене приватизацилесси, çĕрпе усă курмалли правилăсене, «Дача амнистийĕ» саккун çинчен ăнлантарса панă, нумай ыйтусем çине хуравланă.

Тĕл пулăва хутшăннă çынсем хăйсене хумхантаракан, канăç паман пулăмсем çинчен калаçрĕç. Уйрăмах вĕсем урамсенче, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи тасамарлăх, обществăлла туалетсене чылайранпа тасатманни çинчен пăшăрханса калаçрĕç. Çакăн пек тасамарлăха районти пур ялсенче те курма пулать. Чылай ялсенчен çÿп-çапа çăмăл машинăсемпе поселока илсе килсе контейнерсене пăрахса хăвараççĕ. Çапла вара пирĕн Вăрмар çÿп-çап пăрахмалли вырăн пулса тăчĕ.

Нумай чухне электриксемпе связистсем электричество проводисене лекекен йывăçсене касаççĕ. Çак йывăç турачĕсем вара эрни-эрнипех е уйăхĕпех урамра выртаççĕ. Вĕсене никам та курмасть, пуçтармасть. Тĕслĕхрен, çакăн пек туратсем районти Культурăпа кану центрĕпе Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн çурчĕ хушшинче выртаççĕ. Çилпе хуçăлса аннă йăмра нумай çулсем хушши ĕнтĕ Заводская урамри «Колосок» ача сачĕ патĕнче выртать. Хăш-пĕр граждансем хăйсен пахчисенчи йывăç турачĕсене касаççĕ те урама, çул варрине, тухса пăрахаççĕ. Садри пĕлтĕрхи йывăç çулçисене пуçтарса урамри лакăмсене тултараççĕ. Çумăр çусан вара çак вырăнсенче шыв тăрать, шурлăх пулать, çул ванать. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Заводская, Крупская урамсенче пурăнакансем палăрса тăраççĕ. Урам вăл обществăлла вырăн, унăн таса пулмалла. Урам санăн та мар, манăн та мар.

Чукун çул вокзалĕ хыçĕнчи Вокзальная урамра чылай çул ĕнтĕ çÿп-çапран тасалса пĕтеймеççĕ. Чукун çул ĕçченĕсен нумай хваттерлĕ çурчĕсем çывăхĕнче çÿп-çап куписем выртаççĕ, йĕри-тавра тасамарлăх.

Юлашки çулсенче çÿп-çапа, утă-улăма, йывăç турачĕсене тата пластикран тунă тĕрлĕ савăт-сапана, пакетсене урамра е пахчара çунтарасси йăлана кĕнĕ. Чылай чухне çил вăйлă пулсан та ăпăр-тапăра çунтарма именсе тăмаççĕ. Кунтах пĕчĕк ачасем выляса çÿреççĕ. Çапла вĕсем выляса пушар та кăларма пултараççĕ, пластикран тунă япаласем çуннă чухне тухакан наркăмăшлă хутăшпа сывлаççĕ. Çакăн пек таса мар сывлăш ачасен сывлăхĕшĕн мĕнле хăрушă пулнине ашшĕ-амăшĕ ăнланса та пĕтереймест. Чирлесен вара больницăна çÿреме тытăнаççĕ. Çапла пурăнакан вырăнта çÿп-çап çунтарни çынсемшĕн те, выльăхсемшĕн те питĕ сиенлĕ. Тасалăхшăн ĕçлесси, кĕрешесси район, ял, хула тăрăхĕсен администрацийĕсен, пĕтĕм депутатсен, сывлăха сыхлакан, сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешекен организацисен тивĕçĕ.

«Районти ялсенче, поселокра субботниксем ирттермелле. Урамсене, обществăлла вырăнсене варалакансене çирĕп явап тыттармалла», - терĕç тĕл пулăва хутшăннă Ю.Петрова, Е.Федотова, Л.Кугушев тата ыттисем те.



14 мая 2010
00:00
Поделиться