Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕр программисене пурнăçласа

Çурт пулсан çемье хăтлă, тĕреклĕ. Çурт-йĕр çавăрма федераци, республика шайĕнчи программăсем анлă ĕçлеççĕ. «Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕ вара пирĕн районта ĕçлесе пурăнакан граждансене чылай çăмăллăхсем пачĕ. «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан тата Мичурин ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшса вăй хуракан В.Константинов çамрăк çурт-йĕр çавăрма свидетельство тивĕçрĕ. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, В.Иванов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче бухгалтер пулса ĕçлекен С.Лаврентьева та свидетельствăллă пулчĕ. Ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем те çурт-йĕр çавăрма патшалăх пулăшăвĕ илеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Е.Григорьева вĕрентекен. Вăл та мăшăрĕпе пĕрле свидетельство илчĕ. «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа асăннă çемьесене 1 миллион та 614 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ пачĕç.



18 мая 2010
00:00
Поделиться