Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă ентеш призĕсемшĕн

Аслă Çĕнтерĕве - 65 çул, Раççей пушар службине 361 çул çитнине халалласа район центрĕнчи стадионта хамăр ентешĕн, Атайкассинче çуралса ÿснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн С.Захарован призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен çурхи кросĕ иртрĕ.

Стадион çийĕн «День Победы» юрă кĕвви янăрать. Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин ертсе пыракан вăрçă ветеранĕсен ушкăнĕ ятарласа Шупашкартан Вăрмара килнĕ. Вĕсем Çĕнтерÿ ялавне çĕклесе Аслă Отечественнăй вăрçă кунĕсене палăртса стадион тăрăх 1418 утăм утса çаврăнчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç.

Çурхи кроса пухăннисене район пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ. «Çăмăл атлетикăпа пултаруллă ентешĕн Светлана Захарован призĕсене çĕнсе илессишĕн тăххăрмĕш хут ăмăрту ирттеретпĕр. Унăн спортри çитĕнĕвĕсем ÿсекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Эсир, паянхи çамрăксем, Светлана шайне çĕкленессе, тăван районтан пултаруллă спортсменсем тухасса шансах тăратпăр», - терĕ Юрий Васильевич. Çавăн пекех ăмăртăва хутшăнакансене ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин саламларĕ, вăрçă ветеранĕсен пĕр ушкăнне асăнмалăх парнесем пачĕ.

Ун хыççăн ветерансем Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариачĕн çурчĕ çине вырнаçтарнă Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн тата Мухтав орденĕн тулли кавалерăн П.Порфирьевăн Асăну хăми тата Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Стадионта спортсменсем хушшинче ăмăртусем пуçланчĕç. Унта хутшăнакансем 15 ушкăнра тупăшрĕç. Малти вырăнсене чи вăйлисем тухрĕç. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Пысăк Енккассинчи вăтам шкул команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Энĕшпуçĕнчи тата Мăнçырмари вăтам шкулсен командисем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен Чупайсене çитекенни пулмарĕ. Пинерсемпе Кĕлкешсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ăмăртура мала тухнă командăсемпе уйрăм спортсменсене дипломсемпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç.



18 мая 2010
00:00
Поделиться