Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юлашки гектарсем юлаççĕ

Республикăри хăш-пĕр районсем çуракине вĕçлерĕç ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхра та çак ĕç вĕçленсе пырать.

Уйрăм хуçалăхсемпе илес пулсассăн, майăн 17-мĕшĕ тĕлне «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО ĕçченĕсем çурхи культурăсене 1900 гектар çинче акса хăварнă, планпа пăхнинчен ку 190 процент пулать. «Арабоси» агрофирма та плана 101 процент пурнăçланă. Халĕ хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем 1515 гектар йышăнаççĕ. «Вăтам Энĕш», «Надежда», «Сарабай», «Передовик» хуçалăхсем те плана тултарнă. «Шигали», «Агро-Владина» хуçалăхсенче те ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. «Павлов В.В.», «Иванов», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те плана чылай ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, районти ял хуçалăх ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене акассипе плана вăтамран 12 процент ирттерсе пурнăçланă. Эппин, мĕншĕн ĕç-çи вĕçленсе çеç пырать тетпĕр-ха; Сăлтавĕ - хĕл сивĕ пулнине пула кĕрхи культурăсем чылай лаптăксенче шăнса пĕтнинче. Акă «Урмарская», «Шигали», «Вăтам Энĕш» хуçалăхсен вĕсен вырăнне 150-355-шер гектар çинче çурхи культурăсене акса хăварма тиврĕ.

Нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксене акассипе вара çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать: «Шигали» хуçалăхра вĕсене 200 гектар çинче çĕнĕрен çитĕнтерме палăртнă пулсан, 55 гектар çинче акса хăварнă. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики хальлĕхе 100 гектар çинче люцерна, 20 гектар çинче донник, 12 гектар çинче эспер культурисене акнă. Паян-ыран çак ĕç вĕçленет. «Арабоси» агрофирма нумай çул ÿсекен курăксем 363 гектар çинче акма палăртнă пулнă. Хаçат номерĕ кун çути курнă çĕре планпа пăхнине харсăрсем пурнăçлама шантараççĕ.

Пахча çимĕç лартассипе фермерсем пуçаруллă. «Сапаркин А.Г» хуçалăхĕнче 10 гектар çинче сахăр кăшманĕ лартса хăварнă. «Ямуков Г.Н» хуçалăхĕнче пахча çимĕç 15 гектар çинче вырăн тупнă. Çĕр улми лартассине районĕпе планпа пăхнинчен 78 процент пурнăçланă. Ку вăл 645 гектарпа танлашать.



18 мая 2010
00:00
Поделиться