Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул çăмăлттайлăха юратмасть

Çул-йĕр çинче инкек таврашĕ пуласси çуран çÿрекенсенчен те, автомашинăсен хуçисенчен те нумай килет. Çавăнпа та пурин те тимлĕ пулмалла. Çул-йĕр тимсĕрлĕхе юратмасть.

Кăçал ку таранччен район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 36 авари пулнă, вĕсенче 9 çын аманнă. Çак инкек çул çÿрекенсем тимсĕр пулнипе килсе тухнă, мĕншĕн тесен эрех ĕçсе руль умне ларакансем юлашки вăхăтра йышланса кайрĕç. Кун пеккисене кăçал 15 водителе тытса чарса аварине лекесрен хăтарса хăварнă. Анчах та çакă вĕсемшĕн питех те хакла ларнă.

Пурнăç хăвăршăнах хаклă, вăл никама та кирлĕ мар, çавăнпа та эрех ĕçрĕр пулсан руль умне ларма ан васкăр. Ÿсĕр водительсене тытса чарсан вĕсем тÿрех урăх çынна айăплама пăхаççĕ. Шухăшласа пăхăр, тĕрĕсех тăватăр-и; Руль умне ÿсĕр пуçпа лармалла мар, вара инкексен йышĕ те сахалтарах пулĕ. Водительсемпе инспекторсен, çул çÿрекенсен кăмăлне пăсмалла пулмĕ.

Аварисен тепĕр сăлтавĕ - çуран çÿрекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Акă, тĕслĕхрен, Вăрмар поселокĕнче эрне кунсенче пулакан пасар кунĕнче урмасенче халăхĕ те, автомашинисем те хĕвĕшеççĕ. Çуран çÿрекенсем çул урлă каçнă чухне айккинелле пăхмаççĕ. Ку çеç-и-ха, çул варрипе пыраççĕ.Ниме пăхмасăр хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе утаççĕ, автомашинăсем çул çинчен пăрăнма тесе кăшкăртсан хăнк та тумаççĕ. Çапла вара эпир пĕр-пĕрне пĕрре те хисеплеместпĕр, авари килсе тухсан «тĕрĕслĕхне» шырама кăна тытăнатпăр.

Чылай чухне водительсем çул хĕррисене лартнă паллăсене (знаксене) пăхăнмаççĕ. Чарăнма юраманни çинчен пĕлтерекен паллă айккинче автомашинăсене лартаççĕ, çакă вара - правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни.



21 мая 2010
00:00
Поделиться