Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

А.Гончаров министр канашлу ирттернĕ

Пирĕн район Республика кунне пысăк ÿсĕмсемпе кĕтсе илме хатĕрленет. Çакă обществăлла инфратытăма аталантарассинче яр уççăн палăрать. Поселокра хута каймалли объектсенчен пĕри - чукун çул вокзалĕ. Иртнĕ кунсенче ЧР Хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнă май, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. «Суор» тулли мар яваплă обществăн, «РУКС» патшалăх унитари предприятийĕн, Горьки чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн представителĕсемпе райадминистрацинче лару ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтăва - поселокри чукун çул вокзалне Республика кунĕ тĕлне хута ярассине - сÿтсе явнă. Çавна май тĕп задачăсене палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн майăн 28-мĕшĕччен тулашри коммуникацисене хурассине вĕçлемелле. Июнĕн 10-мĕшĕччен чукун çул вокзалĕ тавра тирпей-илем кĕртмелле. Июнĕн 15-мĕшĕччен асăннă объектра пĕтĕм ĕçсене вĕçлеме палăртнă. Çавна май, пурнăçламалли ĕçсен графикне йĕркелесе мĕнлерех ĕçсем туни çинчен кашни эрнере ЧР Хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министерствине информаци памалли çинчен пĕлтерчĕ А.Гончаров министр. Хальхи вăхăтра асăннă объектра 22 çын тăрăшса вăй хурать. Горьки чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн яваплă çыннисем перрон тăвас тата çынсем çуран çÿрекен кĕпере капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлассипе ĕçсене вĕçлеме палăртнă.

Пĕтĕмĕшле каласан, 50 вырăнлăх чукун çул вокзалĕ çитес вăхăтра хута кайĕ.



21 мая 2010
00:00
Поделиться