Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ

Ĕнер райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври черетсĕр 51-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Ларăва хутшăнакансем В.Кириллов хăйĕн ирĕкĕпе район пуçлăхĕнчен кайма ыйтнине тивĕçтерчĕç. Вăрмар районĕн тăваттăмĕш суйлаври депутатсен Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçлениччен Вăрмар район пуçлăхĕн - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн тивĕçĕсене Геннадий Петрович Тимофеев пурнăçлĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне контракт йĕркипе çирĕплетиччен унăн ĕçĕсене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Константин Владимирович Никитин туса пырĕ. Унччен вăл Чăвашпотребсоюзăн Вăрмарти райпо канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр ларăвне ЧР Президенчĕн администрацийĕнчен В.Орловпа В.Михайлов яваплă çынсем хутшăнчĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн В.Кириллов ЧР Президенчĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ.



21 мая 2010
00:00
Поделиться