Павильон пулать-и?
Иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Арапуç ял тăрăхĕнче пурăнакан Ю.Ларионова Çĕнĕ Кавал ялĕ патĕнчи автобус чарăнакан вырăнта павильон вырнаçтарма Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министерствине ыйту панă.
Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче тухнă 131 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăхăн пĕтĕмĕшле принципĕсем» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн муниципаллă районта, ял тăрăхĕнче вырнаçнă автомобиль çулĕсене реконструкцилессипе, юсассипе тата строительство ĕçĕсем пурнăçлассипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем яваплă. Çавна май çак ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ хурав пама Вăрмар район админинстрацине ярса панă.
Вăрмар район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Вăрмар - Арапуç - Кĕтеснер» автомобиль çулĕ çинчи Çĕнĕ Кавал ялĕ патĕнче автобус чарăнакан вырăн çук. Çавна май павильон лартма та пулмасть. 2010 çулта асăннă вырăнта автобус чарăнакан вырăнпа павильон туса лартма бюджетра укçа-тенкĕ пăхса тухман. Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакансене Вăрмар поселокне çÿреме меллĕ пултăр тесе «Нефть Трэвел» тулли мар яваплă общество Çĕнĕ Кавал ялĕнчен пуçласа Вăрмар поселокĕ таран тротуар сарма палăртнă.