Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ромашка» алăкне уçар-ха

Вăрмар поселокĕнче Некрасов урамĕнче вырнаçнă «Ромашка» ача садне çитсе курар-ха, ачасемпе паллашар. Ытти ача сачĕсенчи пекех çавăн пекех воспитательсем ĕçлеççĕ кунта, тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ. Акă, Галина Савельева - вĕсенчен пĕри, 1984 çултанпа ĕçлет вăл çак ĕçре. Апла пулсан вăл пире ача сачĕ çинчен каласа пама пултаратех.

Вăрмарта сĕтел-пукан фабрики ĕçленĕ чухне аванччĕ. Ачасем валли выляма ятарласа сĕтел-пукан туса паратчĕç. Унта ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен кăмăлĕпе ачисене валли темĕн те ăсталатчĕç. Халĕ ку енĕпе лару-тăру йывăртарах. Паян, пурте пĕлетпĕр, ача садне вырнаçтарма йывăр - вырăнсем çитмеççĕ. Пирĕн патне ялсенчен, поселок тепĕр вĕçĕнче пурăнакансем те çÿреççĕ.

Акă пĕринче юмах вуларăмăр. Юмахăн тĕп шухăшĕ - çын япалине илмелле марри, вăрлама юраманни. Вуласа пĕтернĕ хыççăн пĕр хĕр ача тепĕр ачанне пытарса хунă ручкине каялла тавăрса пачĕ. Апла пулсан юмах вуланин, ачасемпе занятисем ирттернин усси пур.

Çавăн пекех тепĕр пулăм аса килчĕ. Пĕринче эпĕ хама япăх туйса кайрăм - заняти вăхăтĕнче айккине диван çине кайса выртрăм. Пĕр ача мана йывăр пулнине ăнланчĕ те çума пырса тăрса вырăсла: «Я тебя люблю», - терĕ. Чуна питĕ пырса тиврĕç унăн сăмахĕсем. Ачасем çынна йывăррине туйма, хĕрхенме пĕлни питĕ савăнтарчĕ мана.

Паллах, вĕсене тĕрĕс воспитани пама та пĕлмелле. Ача садĕнче эпир пурне те пĕр пек пăхатпăр, пĕр пек калаçатпăр. Килте вара кам мĕнле пултарать. Хăшĕсем иртĕнтерме те пултараççĕ. Ачасене вăрçмасăр та май килмест. Акă, пĕринче 5 çулхи хĕр ачана кутăнланмаллине килтен тухнă чухне алăк хыçĕнче пăрахса хăвармалла тесе вăрçнăччĕ. Амăшĕ тепĕр кунне килнĕ те - кулать. Хĕрĕ ача-садне килме тухсан «Эпĕ кутăнсене алăк айĕнче хăвартăм», - тенĕ. Амăшĕ тÿрех ăнланса та илеймен ĕнтĕ хĕрĕ мĕн каласшăн пулнине. Пĕчĕк хĕр пĕрчи воспитатель сăмаххисене пуçа чиксе хăварнă. Шкул ачисен каникулĕ вăхăтĕнче ача садĕнчисен те кану кунĕсем пулаççĕ. Çапах та вĕсем ача садне малтанхи пекех çÿреççĕ, музыка занятийĕсемсĕр пуçне вĕсемпе урăх нимĕн те ирттермеççĕ», - терĕ Г.Савельева. «Ромашка» ача садне паянхи куна 129 шăпăрлан çÿрет. Вĕсенчен 6 ушкăн йĕркеленĕ: ясли вăхăтĕнчи ачасен ушкăнĕ, кĕçĕн тата вăтам ушкăнсем икшер, аслă ушкăн, тухса каякансен ушкăнĕ. Пурĕ ача садĕнче 10 воспитатель тăрăшать. Учрежденин ĕçне А.Михайлов заведующи йĕркелесе пырать.



21 мая 2010
00:00
Поделиться