Водитель, пуйăса çул пар!
Водительсем чукун çул переезчĕ урлă каçнă чухне çул-йĕр правилисене пăхăнманни чылай чухне инкек патне илсе çитерет - автомашини те юрăхсăра тухать, пуйăс та рельссем çинчен анса кайма пултарать. Çапла вара çынсем сусăрланаççĕ, вилеççĕ те. Çут çанталăк та, тĕрлĕ çунтармалли-сĕрмелли япала юхса тухнăран, сиенленет. Çавăнпа та пур водителе те чĕнсе каласшăн: ĕмĕр вăл пĕрре килет, темиçе минут перекетлессишĕн хăвăрăн тата çынсен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса ан тăратăр.