Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Хĕрлĕ ялав» хаçат Кĕлкешри тĕп шкулта

Тăван кĕтес, çуралнă ялăм пуринчен те эс чи пахи. Чун яланах çавăнталла туртать. Кĕлкешри тĕп шкула кайма задани илсен савăнтăм, мĕншĕн тесен ку шкул маншăн çав тери çывăх. Эпĕ кунта 9-10 мĕш классенче пĕлÿ пухнă. Халĕ кунта пире вĕрентнĕ çынсем ĕçлемеççĕ ĕнтĕ, вĕсем - педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Пĕрле вĕреннĕ, хăшĕсем эпир вĕреннĕ чухне 1-мĕш класа тин килнĕ ачасем халĕ вĕрентекенсем пулса тăнă. Шкула пырса кĕрсенех эпир лартнă улмуççисем ретĕн-ретĕн тирпейлĕн лараççĕ. Улшăнусем чылай пулнă пулин те, шкулĕ халичченхи пекех ачасене ăшшăн йышăнать.

ИРТНИНЕ АСА ИЛМЕСĔР МАЛАШЛĂХ ПУЛАС ÇУК

Ку шкул çурчĕ 1971 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене пуçласа вĕренме йышăннă. Малтанах 460 ача пĕлÿ пухнă. Шкул директорĕ Н.Афанасьев, унăн заместителĕ Г.Егоров пулнă. Тин кăна аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк вĕрентекенсем те чылайăн ĕçленĕ. Хăшĕсем мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă, çак шкулта ĕç ветеранĕ ята илнĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: Н.Афанасьев, Г.Егоров, А.Мишина, М.Вазанова, В.Тимофеев, М.Петров, Г.Петрова, В.Табаков, Г.Шарова, С.Уральская тата ыттисем те. Халĕ вĕсен чылайăшĕн докуменчĕсем шкулти музейра упранаççĕ. Шкул директорĕнче 7 çул пĕр улшăнмасăр Н.Афанасьев ĕçленĕ. Шел пулин те, вăл 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăрçăри йывăр суранĕ те ăна аптратсах тăнă. Вăл - ĕçпе вăрçă ветеранĕ, орденсемпе медальсем те унăн сахалах мар, вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ. Вăл директорта ĕçлеме пăрахнăранпа чылай çулсем иртсе кайнă пулин те, унăн ĕçне хисепе хунă. Халĕ вăй хуракан Ю.Данилов директор ертсе пынипе шкул коллективĕ Кĕлкеш шкулне Н.Афанасьев ятне пама шухăшланă. Вĕсен кăмăлĕпе район администрацийĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ те килĕшнĕ. Çапла вара 2002 çулта шкул унăн ятне илме тивĕçлĕ пулнă, 2003 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче шкул презентацийĕ официаллă иртнĕ. Çак кунах Н.Афанасьевăн ачисем ашшĕн фондне уçнă. Унăн тĕп тĕллевĕ шкула вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсене йĕркелесе пыма наукăпа практика пулăшăвĕ парасси пулнă. Экологи енĕпе иртнĕ çулсенче Н.Васильев, М.Ямукова, С.Малышев Мускавра финала тухнă. Н.Васильев техника проекчĕсемпе маçтăр, карап макетне туса республикăра çĕнтернĕ. Çак çулах сентябрь уйăхĕнче шкулта музей уçăлнă. 2004 çул пуçламăшĕнчен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи вĕрентÿ историйĕ тата этнопедагогика кафедрипе вăтам шкул килĕшÿ тунă. Çавна май кунта вĕсем пĕрлештернĕ мероприятисем, семинарсем тăтăшах ирттереççĕ. Унта вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем те активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем вара чылайăн: А.Кузьмина, С.Данилова, С.Семенова, М.Хохлова, В.Сурнаева, О.Григорьева, А.Няхукова тата ыттисем те. Çак ачасем районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕрен конкурссене тăтăшах хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ, шкул ятне ÿстереççĕ.

Ачасене тарăн пĕлÿ парса аталантарма шкулта пур условисем те çителĕклĕ. Пурнăç тăтăшах улшăнса пынă май, малтанхи база шкулĕ - халĕ пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкул. Çулсерен 80 - 100-шер ача пĕлÿ пухать. Кунта Кĕлкеш, Тупах, Çитмĕш, Анаткас, Чĕкету ялĕнчи ачасем çÿреççĕ. Вĕсене илсе çÿреме шкул автобусĕ пур. Хушма хуçалăхра тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлама ГАЗ-53 автомашина тытаççĕ.

Наукăпа информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртсе пыма компьютерсем ачасене хăйсем патне туртаççĕ. Вĕрентекенсем те çителĕклĕ. И.Степанова, И.Вишневская, М.Данилова, Е.Ипатова, С.Корнилова, А.Павлов, О.Кузьмин, Е.Максимова, Е.Паденькова хăйсен мĕн пур ăсталăхне ачасене параççĕ.

СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИНЕ – КАШНИ АЧА ПАТНЕ

Республикăра чылайранпа физкультурăпа спорта аталантарассишĕн çине тăраççĕ. Ку енĕпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров çамрăк ăру сывă та тĕреклĕ ÿстĕр тесе тĕрлĕрен Указсем те кăларнăччĕ. Кĕлкеш шкулĕнче ăна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Ачасене кăнтăрлахи вăхăтра тÿлевсĕр вĕри апатпа апатлантарассине те аван йĕркеленĕ. Укçи-тенкине шкул коллективĕ хăйех ĕçлесе тупать. Кулинари вăрттăнлăхне алла илессипе ятарлă занятисем те ирттереççĕ. Ачасем вара кунта хаваспах хутшăнаççĕ. Ку енĕпе шкулта «Шкул ачисене - тутлă та усăллă апат» акци ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче ачасем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем пулнă, шкул библиотекинче кулинарипе çыхăннă кĕнекесемпе хаçат-журналсен выставки ирттернĕ. Ку енĕпе ачасем тĕрлĕрен сăвăсем, калавсем, статьясем çырса конкурса хутшăнчĕç. Унта 5-9 классенче вĕренекен ачасем мала тухрĕç. Акă Н.Обручкова, А.Семеновпа В.Григорьев, В.Молодкина, С.Данилова, А.Кузьмина, М.Хохлова, Н.Порфирьева, Т.Иванов, М.Павлов, В.Меров, Т.Кузьмина, В.Валькина, С.Матвеева, Н.Обручкова, И.Паденькова, Г.Илларионова, В.Ваняшина пур енĕпе те активлăх кăтартса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. О.Обручкова аслă поварпа ăна ĕçре пулăшса пыракан В.Васильева вĕсене апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшса пычĕç. Шкулти музей çумĕнчи «Тăван ен» пĕрлешÿри ачасем (руководителĕ С.Романова) акци вăхăтĕнче çав тери активлă пулчĕç. Тĕрĕс апатлансан, спортпа туслă пулсан ачасен сывлăхĕ те аван пулĕ. Физкультурăпа спорт ачасене хавхалантарса пырассине пĕрре те иккĕленмест шкулти физкультура, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн (ОБЖ) предмечĕсен учителĕ О.Кузьмин. Ачасемпе вăл тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Кашни кун уроксем пуçланиччен шкулта зарядка, эрнере икĕ кун сывлăх сехечĕ, уйăхра пĕрре сывлăх кунĕ иртет. Районта иртекен хĕллехи тата çуллахи спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ ачасем. Çуран, йĕлтĕрпе чупасси, мини-футбол, волейбол тата ытти тĕрлĕрен вăйăсем вылясси пĕрре те ют мар Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекенсемшĕн. Çапла вара шкулта сывă пурнăç йĕркине кашни ача патне çитерме тăрăшаççĕ.

ÇУРХИ ВĂРМАН ЫТАМĔНЧЕ

Май уйăхĕ çут çанталăкăн чĕрĕлÿ хăватне пур енлĕн туллин палăртать. Сад пахчисенче çĕмĕртсемпе чиесем, улмуççисем шап-шурă лараççĕ. Таврара ытарма çук илем, тутлă шăршă.Çакăн пек илемлĕ пĕр кун эпир вăрманта спорт уявĕ ирттерме шутларăмăр.

Пирĕн шкулта ăна паллă тăвасси йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ. Çак тĕллевпех тата сывă пурнăç йĕркине хастаррăн йăлана кĕртме, спортпа туслашассине çирĕплетме эпир, Кĕлкеш шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, çурхи вăрманти кайăксен савăнăçлă юррисене итлеме, вăрман илемĕпе киленме, вăрмана çул тытрăмăр. Çак кун çанталăкĕ уяр та ăшă тăчĕ. Çитес çĕре çитсен кашни класс хăйсене килĕшекен вырăна суйласа илчĕç. Класс ĕртÿçисем йĕркелесе пынипе ачасем тутлă шашлăк хатĕрлеме тытăнчĕç. Çав вăхăтра ытти ачасем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнчĕç. «Чи тутлă шашлăк», «Вăрмар районĕн спортра палăрнă çыннисем» конкурссенче активлă хутшăнчĕç. Ачасем хăйсен вăйне, ăс-тăнне, тавра курăмне асăннă конкурссенче кăтартрĕç.

Жюри балсем тăрăх çĕнтерÿçĕ ятне «Туслăх» ушкăн тивĕçнине палăртрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче футбол вăййи иртрĕ. Çивĕч тупăшура вĕрентекенсем çĕнтерчĕç. Çурхи вăрман ытамĕнчен уйрăлса ачасемпе вĕрентекенсем тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

ĂСТАЛĂХ ЯЛАНАХ ЭТЕМ ÇУНАЧĔ ПУЛНĂ

Архиври документсем тăрăх Кĕлкешри шкул 1897 çултанах вĕрентме пуçланă. Малтанхи вăхăтра уйрăм кил-çуртсенче вĕреннĕ пулсан, 1924 çулта ял варринче пуçламăш шкул çуртне хăпартса лартнă. 1971 çулта (тепĕр хут аса илтеретĕп) вăтам шкул ĕçлеме тытăннă. Çак çулсенче мĕн чухлĕ паллă, ăста çынсем вĕренсе тухман пулĕ кунтан, çырса та пĕтерейрес çук. Акă пĕр иккĕшне кăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартар: Леонид Николаевич Иванов паллă ученăй, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн профессорĕ, академик, нумай-нумай хисеплĕ ятсем илнĕ çын. Вăл ертсе пыракан кафедра аллерги, вар-хырăм чирĕсене хирĕç кĕрешмелли мелсем пирки нумай тĕпчев ĕçĕсем пурнăçланă. Вăл хăйĕн тĕп ĕçне яланах общество пурнăçĕпе тачă çыхăнтараса ĕçлет.

Ăста алăллă вĕрентекен çинчен калас пулсан, Çитмĕшре çуралса ÿснĕ, çак шкулта черчени, рисовани предметне вĕрентнĕ Иван Павлович Павлова аса илсе хăвармалла. Вăл мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă. Аслашшĕпе тата ашшĕпе пĕрле сахал мар тĕрлĕ ал ĕçĕсем тунă: сĕтел-пукан юсанă, платник ĕçĕсене те сахалах туман, чÿрече рамисем ăсталанă, йывăçран касса чĕнтĕрсем тума та маçтăр пулнă. Пĕчĕкрен вĕренни - ĕмĕрлĕхех тенĕ пек, каярахпа Иван Павлович хăйĕн ăсталăхне Анаткас, Кĕлкеш шкулĕсенчи ачасене вĕрентнĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен пĕри - çак шкулта черченипе рисовани, тăван ен культури предмечĕсене вĕрентекен Светлана Васильевна Романова (Корнилова). Светлана Васильевна шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ те. Çав вăхăтрах шкул музейĕ çумĕнчи «Тăван ен» краеведенипе шырав пĕрлешĕвĕн руководителĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, аслă категориллĕ вĕрентекен, виçĕ хутчен Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Тимофеевăн стипендиачĕ, Кĕлкеш ял тăрăхĕн депутачĕ. Вăл ертсе пынипе ачасем тĕрлĕ шырав ĕçĕсене хутшăнаççĕ, хăйсен ĕçĕсемпе республикăри, пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕрен конкурссене, фестивальсене хутшăнса призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Вăл ертсе пынипех ачасем Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине хатĕрленсе тĕрлĕрен стендсем тунă. Çĕнтерÿçĕ-салтаксене халалласа концертсем те ирттернĕ. Кунта А.Кузьмина, А.Няхукова, С.Данилова, М.Хохлова, С.Семенова, О.Григорьева, В.Сурнаева тата ыттисем те активлăх кăтартрĕç. Шкулти музейра та хăйсемех экскурсовод пулса килекен çынсене кунти экспонатсемпе паллаштараççĕ. Эпир пынă кун та Кĕлкешре пысăк мероприяти пулчĕ - 68 çул каялла вилнĕ салтакăн ÿтне тăван яла илсе килсе пытарчĕç. Паттăр салтака кĕтсе ачасем аслисемпе пĕрле çанна тавăрсах ĕçлерĕç. Малтанах кунта килнĕ хăнасем шкулпа паллашрĕç, кунти музейра пулчĕç, тĕрлĕрен стендсем, ачасем хăйсен аллисемпе тунă экспонатсем те хăнасене кăсăклантарчĕç. Ачасен пултарулăхĕ вĕрентекенсен ĕçне алă тупанĕ çинчи пекех кăтартать. Çитĕнекен ăрăва уроксенче пĕлÿ панипе пĕрлех, ун тулашĕнче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерни пысăк вырăн йышăнни куç умĕнчех. Çапла вара ачасем хăйсем сăвăсем те хайлаççĕ, статьясем те çыраççĕ.

АСРА ЮЛНĂ КУН

Нумаях пулмасть пире тăван ен культурине вĕрентекен С.Романова шкул автобусĕпе Шупашкар хулине театра илсе кайрĕ. Унта кайма вара эпир «Тантăш» хаçатпа туслă пулнăран тивĕçрĕмĕр. Малтан «Тантăш» хаçат редакцине кĕрсе куртăмăр. Хаçат кăларакансемпе паллашрăмăр. Вĕсем пире хăйсен яваплă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Пире, халиччен кунта пулса курманскерсене, питех те килĕшрĕ. Унтан вара тÿрех Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрне çул тытрăмăр. «Кĕмĕл тумлă çар» спектаклĕн премьери пулчĕ çав кун. Эпир пысăк залра лартăмăр. Залра питех те хитре. Акă спектакль пуçланчĕ. Сценăна ăста илемлетнĕ. Декорацисем, спектакль мана питех те килĕшрĕç. Артисчĕсем те ăста выляççĕ. Эпĕ кунта та пĕрремĕш хут пултăм, маншăн пурте интереслĕ пулчĕ. Çак кун маншăн чылайлăхах асра юлчĕ.



28 мая 2010
00:00
Поделиться