Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каникул савăнăçлă ирттĕр

Кĕçех шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçланĕ: виçĕ уйăх килте е пĕр-пĕр лагере кайса вĕсем хăйсен тавра курăмне анлăлатĕç, сывлăхне çирĕплетĕç. Çак вăхăт умĕн ашшĕ-амăшĕсен ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентсе калани пĕрре те ытлашши пулмĕ. Мĕншĕн тесен ирĕке тухнă шăпăрлансем шăрпăкпа выляма, кăвайт чĕртме юратаççĕ. Чăн та ĕнтĕ каçпала ĕне çитернĕ вăхăтра кăвайт умĕнче пухăнса ларни вĕсемшĕн асра юлмалли вăхăт. Анчах та кăвара сÿнтерсе хăварманнине пула типĕ çанталăкра курăк çунма та пултарать. Çавăн пекех шăрăх вăхăтра кил хушшинче пысăках мар шыв цистерни, хăйăр тултарнă савăт, огнетушитель тата ытти сÿнтермелли хатĕр пулсассăн вут-çулăмпа çыхăннă инкек шар кăтартмĕ. Хатĕрĕсене вара эсир Пĕтĕм Раççейри пушара хирĕç кĕрешекен ирĕклĕ обществăн вырăнти уйрăмĕнче илме пултаратăр. Кирлĕ информацие 8-906-387-28-75 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Пушар инкекĕ сиксе тухас пулсассăн вара Вăрмарти пушар хуралĕн диспетчер службине 01 е 2-13-09, карас телефонпа 112 е 010 номерсемпе шăнкăравлама манса ан кайăр. Ăçта, мĕн çуннине, çынсене çулăм инкек кÿме пултарнине пĕлтерĕр, хăвăр хушаматăра тата телефон номерне кăтартма та ан манăр - тен сирĕнтен инкек вырăнне çитмелли кĕскерех çула пĕлме шăнкăравласа ыйтма та пултарĕç çулăма парăнтаракансем. Карас телефонĕсĕр çÿрекен çамрăк çук та пулĕ халĕ. Çавăнпа та çак сăмахсем вĕсене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Çуллахи каникул чăн-чăнах савăнăçлă иртесси чылай чухне хамăртан та килет.



28 мая 2010
00:00
Поделиться