Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăха йыхăракан юлашки шăнкăрав

Майăн 25-мĕшĕнче районти шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал 138 çамрăк - вăтам шкул, 380 вĕренекен тăххăрмĕш класс пĕтерет. Юлашки шăнкăрав уявĕнче вĕсене райадминистрацин яваплă çыннисем, обществăлла организацисен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем саламланă.

Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул. Майăн 25-мĕшĕнче шкулта юлашки шăнкăрав 9 тата 11 классенче вĕренекенсем валли янравлă сассине пачĕ. Малашлăхăн анлă сукмакĕ çине ăнăçлă утса тухнă ятпа çамрăксене саламлама Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ К.Никитин, район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов килчĕç. Вĕсем çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илсе ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн çине тăма сунчĕç, тăван шкула яланах асра тытма, ашшĕ-амăшĕсен, учительсен шанчăкне тÿрре кăларма каларĕç, ырă канашсем пачĕç, Константин Владимирович Раççей, республика, район шайĕнче ирттернĕ олимпиадăсенче çĕнтернĕ ачасене Дипломсемпе наградăларĕ. Савăнăçлă линейкăра вĕренÿ çулĕнче тĕрлĕ предметсемпе палăрнă шкул ачисен пултарулăхне хакларĕç, Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Мăнçырмари Тихвински чиркĕвĕн иерейĕ Леонид ячĕпе Наталия матушка тĕн фестивалĕсенче хутшăннă тата ырă енчен палăрнă вĕренекенсене Тав çырăвĕ пачĕ.

Пысăк Енккасси. 9-11 классенчен вĕренсе тухакансене вĕсен пурнăçĕнче ĕмĕрех асра юлмалли кун район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем саламларĕç.

Савăнăçлă уява шкул директорĕ Г.Архипова уçрĕ, педагогика канашĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн çывăхри 10 ялтан çÿрекен 20 çамрăк 11 класран, 38 ача 9 классенчен вĕренсе тухаççĕ. Пурин те вĕсен шкулта пухнă пĕлĕве патшалăх экзаменĕ тытса çирĕплетмелле пулать. Вĕренÿре, обществăлла ĕçре палăрнисене грамотăсемпе дипломсем парса чысларĕ. Кадетсен класĕ Пысăк Енккасси шкулĕн кăна мар, районти пур вĕрентÿ учрежденийĕсен илемĕ. Унта вĕренекенсем чăн-чăнах маттурсем, çакна Галина Ивановна ЧР Вĕрентÿ министерствипе республикăри кадет шкулĕсен ассоциацийĕ панă свидетельство та çирĕплетнине каларĕ, хаклă хута кадетсен командирне пачĕ.

К.Никитин ăшă сăмахсем каланă май хальхи пурнăç ыйтнине пур енлĕн тивĕçтерекен шкултан чăн-чăнах тарăн пĕлÿ илнĕ, анлă тавра курăмлă, чун-сипет тĕлĕшĕпе пуян çамрăксем вĕренсе тухма кирлине каларĕ. Хăйĕн сăмахĕсене паянхи кун нумай шкул ачи тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем илни те çирĕплетсе панине пĕлтерчĕ.

Тарăн пĕлÿ кăна илмеççĕ ку шкулта вĕренекенсем, паттăр, çĕршыва чăн-чăн юрăхлă çынсем пулса ÿсеççĕ. Çакна хăйĕн юлташне пăрлă шывран туртса кăларса унăн пурнăçне çăлса хăварнă 10-мĕш класра вĕренекен Иван Львов тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Константин Владимирович маттур çамрăка çак паттăрлăхшăн Чăваш Республикинчи ВОСВОД Канашĕн Хисеп грамотине, район администрацийĕ ячĕпе ятран алла çыхса çÿремелли сехет парса чысларĕ.

Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов спортра пысăк çитĕнÿ тунă çамрăк спортсменсене Хисеп грамотисемпе значоксем пачĕ, малашне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сунчĕ. Ку шкултан паллă спортсменсем сахал мар тухнă, çавăнпа та вĕсен ĕçне малалла тăсакансем пуласса шанчĕ.

Шкултан вĕренсе тухакансене саламлакансем татах йышлăн пулчĕç. Уйрăмах Саруйĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен, хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех шкул ачисене вĕрентессипе çыхăнтарнă О.Леонтьева педагог, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Г.Николаева тухса калани, пĕрремĕш классем пĕлÿ вăйне халалланă сценка лартса пани асра юлчĕç.

Уяв 11 класра вĕренекен Т.Степановапа пĕрремĕш класри В.Павлов пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене юлашки шăнкăравпа юлашки урока йыхравланипе вĕçленчĕ.



28 мая 2010
00:00
Поделиться