Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика - табак тĕтĕмĕсĕр

Майăн 31-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчере табак туртмасăр пурăнмалли кун. Пирĕн республикăра вăл «Чăваш Ен табак тĕтĕмĕсĕр республика» девизпа иртет. Çак ятпа Шупашкарта Студентсен скверĕнче студентсен ушкăнĕсем, волонтерсен командисем тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Акци 15 сехетре пуçланать. Çак мероприятие, паллах, пурте хутшăнаймĕç, çавăнпа та атьăр-ха, çак усал йăлана иленнисем, вырăнтах чĕлĕм сĕрĕмĕсĕр пĕр кун пурăнса пăхар.



28 мая 2010
00:00
Поделиться