Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сăрă тĕнчине иленнĕскер

ЧР Вĕрентÿ министерстви ирттернĕ «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра пирĕн районти Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Светлана Михайлова «Шевле» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Ку номинацире ÿнер искусствин ăсталăхне кăтартмалла пулнă. Амăшĕ ачине апат пĕçерме вĕрентнине шурă хут çинче ÿкерсе кăтартнăшăн Светлана тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Паллах, пĕрремĕш пулма пĕрре те çăмăл пулман. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă - «Орленок» лагере канма каймалли путевка парнеленĕ. Çывăх вăхăтра вăл канма кайĕ. Иртнĕ çул çак конкурсрах иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ хĕр ача. Халĕ вăл 8-мĕш класра кăна вĕренет-ха, çапах та мухтанмалли нумай унăн. Шкулта пур предметпа та пиллĕк паллăсемпе кăна вĕренет, ÿкерчĕксен куравне хатĕрлет. Ÿнер искусствине ăна Сергей Николаевич Антонов учитель вĕрентет. Вăлах, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă май, конкурссене илсе çÿрет. Район шайĕнче музыка предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра 3-мĕш, историпе 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 2009 çулта республикăра иртнĕ «Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсем, хурисĕр пуçне» конкурсра пĕрремĕш пулнă. Çавăн пекех республика шайĕнче иртекен «Чăваш чĕкеçĕ», «Кенгуру», «Русский медвежонок» конкурссене хутшăнать. Районта иртнĕ «Йĕрке хуралĕнче» конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă. Аслă çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа майăн 9-мĕшĕ валли Кивĕ Вăрмарти 5 ветеранăн портречĕсене ÿкернĕ Светлана, вĕсене кашни ветерана парнеленĕ. Сăрă ăсти хăйĕн ĕçĕсемпе чăннипех савăнтарать, малашнехи пултарулăх çулĕ такăр пултăр унăн.



28 мая 2010
00:00
Поделиться