Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Инвалидсем спортпа туслă

Республикăри инвалидсен обществи йĕркеленипе поселокри «Илем» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра тĕрлĕ районсенчен килнĕ инвалидсемпе спорт мероприятийĕсем иртрĕç.

Унта Çĕрпÿ, Куславкка, Красноармейски тата Вăрмар районĕсенчи инвалидсем тупăшрĕç. Кунта дартс, теннис, пауэрлифтинг енĕпе ăмăртусем çивĕч пулчĕç. Пирĕн районтан А.Трофимов, А.Николаев, В.Борисов, Ю.Евлампьев хутшăнчĕç.

Асăннă мероприятие районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов уçрĕ, райадминистрацин культура,спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Г.Петрова инвалидсене яланах çирĕп кăмăллă пулма, йывăрлăхсене парăнмасăр маллалла та пысăк çитĕнÿсем тума каларĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн Раççейри параолимпиеецсем Ванкуверти Олимп вăййисенче медальсене чылайăшĕ тивĕçнĕ. Вĕсен чăтăмлăхĕ, тÿсĕмлĕхĕ ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Пирĕн инвалидсем те кашни спорт вăййинче пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлчĕç. Малти вырăнсене тухакансен йышĕ те сахал мар пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене республикăри инвалидсен обществин Дипломĕсемпе наградăларĕç.



08 июня 2010
00:00
Поделиться