Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕç мулран хаклăрах

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, аталану çул-йĕрне тĕпрен çĕнетсе улăштарнă тапхăрта, кĕрлесе-шавласа тăракан пурнăç тинĕсĕн авăрне лексе хÿтлĕхсĕр тăрса юлнисене - аслă ăру çыннисене, сусăррисене, йышлă çемьесене - пулăшассине патшалăх хăй çине илчĕ, социаллă хÿтлĕх тытăмне анлăлатрĕ, пуянлатрĕ, ятарласа специалистсем хатĕрлеме тытăнчĕ.

Çапла вара çĕнĕ професси - социаллă ĕçчен çуралчĕ. Социаллă ĕçченĕн тиевĕ пĕрре те çăмăл мар. Анчах вăл чăннипех сăваплă та пархатарлă. «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденийĕ 1997 çултанпа ăнăçсăр çемьесенчи çамрăк ăрăва ырă, сывă çитĕнтерессипе тăрăшса вăй хурать. Унăн директорĕ Лира Анатольевна Руссанова та çав çултанпах ачасен çутă пуласлăхĕшĕн тимлет. «Маншăн вĕсем килти ачасем пекех. Ăнăçсăр çемьери ачасен пурнăçри йывăрлăхĕсем маншăн чуна çывăх, эпир вĕсене пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Пирĕн патăрта вĕсем хăйсене хÿтлĕхлĕ туяççĕ, пур енлĕн аталанаççĕ, çитĕнĕвĕсем те курăмлă», - тет Л.Руссанова асăннă центрпа паллаштарнă май. Хăй те вĕрентекен, психолог специальноçĕсене алла илнĕ. Малтанласа поселокри «Пучах» ача садĕнче воспитатель, унтан Аслă Чакри, Арапуçĕнчи вăтам шкулсенче вĕрентекен пулса тăрăшнă. Ăсталăхпа практикăна асăннă пĕлÿ вучахĕсенче туптанă. Çавăнпа та ăна центрти ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. 1997 çулта Л.Руссанова çак центрта психолог пулса ĕçлеме тытăнать. Çакна палăртмалла: йывăр лару-тăрура ÿснĕ ачасемпе ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Кунта кашни ачана хăйне евĕрлĕ воспитани парасси пысăк пĕлтерĕш йышăнать. «Чи кирли ачана вăхăтра ăнланни, унпа чуна уçса калаçма пултарни кирлĕ. Ку вара пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», - тет Лира Анатольевна.

Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 19 çын ĕçлет. 20 ача вырнаçмалăх центрта паянхи куна 12 ача вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă. Воспитательсем, социаллă ĕçченсем, психолог тата ыттисем те вĕсен вĕренĕвĕпе канăвне усăллă ирттерессишĕн тăрăшаççĕ. Канмалли кунсенче е каникулсенче республикăри, ун тулашĕнчи хуласене кайса кураççĕ, театрсемпе музейсенче пулаççĕ. «Раççей ачисем» федераллă программăпа килĕшÿллĕн çак центра ятарласа микроавтобус уйăрса панă. «Чăваш Ен ачисем» республикăри программăпа килĕшÿллĕн çамрăк ăру валли тумтир, апат- çимĕç уйăрса параççĕ. Унпа пĕрлех асăннă центра районти, республикăри вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансем спонсорла пулăшу кÿреççĕ. Вĕсенчен «Термотехника» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ О.Степанов тата Шупашкарта пурăнакан И.Романова центр уçăлнăранпах пулăшса пыраççĕ. Ку учрежденинче ĕçлекенсем умне йывăрлăхсем те сахал мар тухса тăраççĕ. Вĕсен ятарласа хăйсен çурчĕ çукки, юсав ĕçĕсем пурнăçлама укçа-тенкĕ кирли тата ытти те. Епле пулсан та кунта тăрăшса вăй хуракансем пуçĕсене усмаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлаççĕ.



08 июня 2010
00:00
Поделиться