Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каникул. Кам мĕнле канать

Тинех шкул ачисен юратнă вăхăчĕ - çуллахи каникул пуçланчĕ ĕнтĕ. Тăраниччен çывăрма пулать, урока хатĕрленмелле мар. Вăхăта усăпа ирттерес текенсем валли райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ чылай ĕçсем туса ирттерме планланă.

Июнĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа районта 12 шкул çумĕнче лагерьсем ĕçлеме тытăннă. Унта пурĕ 491 ача çÿрет. Кашни отряд çумне икшер воспитатель çирĕплетнĕ. Вĕрентекенсем шкул ачисемпе ятарлă вĕрентÿ программипе ĕçлеççĕ, тĕрлĕ кружоксене явăçтараççĕ. Çавăн пекех шкул çумĕнчи лагерьсем хушшинче спартакиадăсем те иртĕç. Смена 21 куна тăсăлĕ. Кунсерен кăнтăрлахи апат валли пĕр ача пуçне 55 тенкĕ уйăрнă. Шкул çумĕнче лагерьсене 7-15 çулхисем çÿреççĕ. Июль уйăхĕнче вара Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта кăна пулĕ çакăн пек кану. «Романтика» сывлăха çирĕплетмелли лагерьте те июнĕн 8-мĕшĕнче пĕрремĕш смена уçăлчĕ. Хамăрăн районти 80 ача канĕ июнь уйăхĕнче. Районти учительсем, Канашри педколледж студенчĕсем воспитательсем пулĕç. Виçĕ смена хушшинче 240 шкул ачи хăйсен сывлăхне «Романтикăра» çирĕплетĕ.

Çавăн пекех кашни шкултах кунти çĕр лаптăкĕсем çинче ĕçлемелли бригадăсем йĕркеленĕ. Тепĕр майлă каласан, шкул ачисем çитес вĕрентÿ çулĕ валли пахча çимĕç туса илес ĕçре хутшăнĕç.

Вăрмарти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та килĕшÿ тунă шкулсем. Каникул вăхăтĕнче 235 вĕренекен районти предприятисенче вăй хурĕ. Тĕслĕхрен, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществинче, «Шоркистринский» кооперативра, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата ыттисенче те.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ районти 1200 ачан çуллахи канăвне усăллă ирттерессине йĕркеленĕ. Çавăнпа та ачасем халап çапса вăхăтне ирттермĕç, ăна тухăçлă ирттерес текен кашниех хăйĕн валли мĕн те пулса интересли, чуна çывăххи тупĕ.



08 июня 2010
00:00
Поделиться