Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Театр - унăн тăван килĕ

Раççей тата Чăваш халăх артистки Нина Яковлева 1940 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса çитĕннĕскер, Мускаври театр институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1961 çултанпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет.

Мĕнле кăна рольсем выляман-ши вăл; Камит ролĕнче те питĕ ăста вылять пирĕн Нина. Темиçе хутчен те «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçи пулнă. Раççей Правительстви Нина Яковлеван ĕçне тивĕçлипе хакласа Туслăх орденĕ парса чысларĕ.

Нина Михайловна тăван ялне манса каймасть, спектакльсемпе ял халăхне савăнтарать, ялта иртекен мероприятисенче те хутшăнма вăхăт тупать. «Пысăк Енккасси ял библиотекине асăнмалăх», - тесе артистка А.Чебановăн «Телейлĕскер» кĕнекине çырса парнелерĕ. Ку кĕнекене Нина Яковлева юбилейне халалланă. А. Чебанов «Праски инке хĕр парать» кĕнеке авторĕ. Камите сцена çинче пĕрремĕш хут 1979 çулта кăларнă. Вăтăр çул хушшинче Нина Яковлева Праски рольне 300 хутчен вылянă.

Ял библиотекинче «Телейлĕскер» кĕнекен презентацине ирттертĕмĕр. А.Чебанова Шупашкар - Чĕмпĕр маршрутпа кайнă автобусра Н.Яковлевăпа ларса кайма тÿр килнĕ, çавăн хыççăн артистка пурнăçĕ тата пултарулăхĕ çинчен очерк йĕркеленĕ вăл. Кĕнекере Нина тата Валерий Яковлевсене халалланă сăвăсен ярăмĕпе паллашма пулать: «Ылтăн туй», «Аса илÿ вучахĕ умĕнче», «Орденлă хĕрарăм», «Праски инкене». Нина Михайловнан ашшĕ вăрçăран таврăнайман. А.Чебанов Михаил Филиппова халалласа «Вутлă ункăра» баллада çырнă. Тĕл пулура Николай Гавриловпа «Çăлкуç» ушкăн «Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать» юрă шăрантарчĕç. Ку вăл Нинăн ашшĕне чысласа юрланă юрă пулчĕ. Автор хăй кĕнекине Нина Михайловна сăнарланă рольсенчи сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Библиотекăна мероприятие хутшăнма аслă ăрури çынсем, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем пынă. Нина Яковлеван амăшĕ, 90 çултан иртнĕ Зоя Леонтьевна, хĕрĕ çамрăклах артистка пулас шухăшлă пулни çинчен каларĕ. Чăннипех те Чăваш театрĕн мухтавĕпе хисепĕ Нина Михайловна Яковлева.



08 июня 2010
00:00
Поделиться