Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тирпей-илем хамăршăн

Юлашки çулсенче ял, хула тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртес ĕç анлă сарăлчĕ. Ку енĕпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура: «Ĕçлесе тирпейлеме юрăхлă пĕтĕм япалана пуçтармалла тата ĕçе ямалла», - тенĕ. Анчах та пур чухне те çакăн пек пулса тухать-и; Район прокуратури районти шалти ĕçсен пайĕн участокри милицин аслă уполномоченнăйпе А.Фирсовпа пĕрле поселокри хăш-пĕр урамсене тĕрĕсленĕ май «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти «Каяшсем тата вĕсемпе усă курасси çинчен», «Вырăнти халăха санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿресси» федераллă саккунсене пăхăнса ĕçлеменнине тупса палăртнă. Поселокра пухăннă тĕрлĕ каяшсене асăннă предприяти вăхăтра тасатса тăмасть. Çавна май поселокри Вокзальная урамăн 13-мĕш çурчĕ патĕнче санкцилемен çÿп-çап пăрахмалли вырăн тупса палăртнă. Унсăр пуçне Вокзальная урамри 14-мĕш çурт хыçĕнче те (Ворошилов урамĕнчи 22-мĕш çурта хирĕç) çакăн евĕрлĕ çÿп-çап вырăнĕ тунине асăрханă. Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче çакă паллă пулнă: тĕрлĕ каяшсене çак урамсенче, вĕсен çывăхĕнче пурăнакансем тухса пăрахнă. Ку «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти çак урамсенче пурăнакансемпе çителĕклĕ таран ĕçлеменнипе тата каяшсене вăхăтра тасатса тăманнипе çыхăннă. Çÿлерех асăннă ĕçпе район прокуратури Вăрмар район судне санкцилемен çÿп-çап куписене 15 кун хушшинче пĕтерме 2 тавăç тăратнă. Çакăн хыççăн «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприятин администрацийĕ асăннă свалкăсене пĕтерессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.



08 июня 2010
00:00
Поделиться