Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕтне тăрăх кайрĕ юрă...

Июнĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕçырсем ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй ирттерчĕç.

Теветей праçникĕпе пĕр кун килнĕ май Акатуя хăнасем ирех пуçтарăнма пуçларĕç. Кĕтне шывĕ хĕрринчи улăхра сутуçăсем килсе вырнаçрĕç. Часах Кĕтне çийĕн хаваслă кĕвĕ янăраса каять. Ял-йыша уява пухăнма йыхравлать. Акатуй пуçланнă ятпа Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов саламлать.

- Тикаш ял тăрăхĕнче 8 фермер хуçалăхĕ шутланать. Хĕрлĕçырсем çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлерĕç. Халĕ, акă, çумăрĕ те çуса пачĕ. Апла тăк тыр-пул тухăçлă çитĕнессе шанма пулать. Лайăх ĕçлерĕр, паян вара канас, савăнас пулать, - тет Валерий Алексеевич.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ К.Никитин сăмах илет.

- Район администрацийĕ ячĕпе сире Акатуй ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Теветей праçникĕ умĕн Хĕрлĕçырсемшĕн пысăк парне пулчĕ, автобус маршручĕ уçăлчĕ. Çапла вара тахçантанпах ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ. Çакă Хĕрлĕçырсемшĕн пысăк савăнăç пулĕ тесе шутлатăп. Эсир мĕн ĕлĕкрен тухăçлă тыр-пул ăстисем пулнипе палăрса тăнă. Çав ырă йăлана малалла тăсса пырасса шансах тăратăп. Çур акине лайăх ирттертĕр, çитĕнтернĕ ял хуçалăх культурисене ăнăçлă пуçтарса илме иксĕлми вăй-хал сунатăп, - терĕ Константин Владимирович хăйĕн сăмахне вĕçлесе.

В.Черкасов производствăра ырă тĕслĕх кăтартакансене Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕн грамотисемпе наградăласси тата хаклă парнесем пама пуçласси çинчен пĕлтерет. Концертпа пĕр вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсем пуçланаççĕ. Чи малтанах лаша чуптарчĕç. Кивĕ Вăрмартан килнĕ С.Петров хăйĕн урхамахĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. В.Квасов (Тикаш) иккĕмĕш пулчĕ. Акă çăмăл атлетсем старта тăнă. Спортсменсен 2 километр чупмалла. Чи пултарулли Шăхаль шкулĕнче вĕренекен Д.Максимов (Хĕрлĕçыр) пулчĕ. Н.Шапеев (Тикаш) - иккĕмĕш, Д.Васильев (Тикаш) - виççĕмĕш, А.Шапеев (Тикаш) тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Турник çинче туртăнасси те хăйне майлă интереслĕ. 26 хут туртăнса Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. А.Гаврилов (Хĕрлĕçыр) иккĕмĕш, И.Иванов (Тикаш) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Пĕр-пĕрне михĕпе çапса антарасси, михĕ тăхăнса чупасси, кире пуканĕ йăтасси, канат туртасси, Кĕтне юхан шывĕ çинче кашта вĕçне çыхнă парнене кĕрсе илесси тата ытти тĕрлĕ вăйăсем нумай пулчĕç. Кĕрешесси чи интересли пулчĕ. Çитĕнсе çитнисен хушшинче паттăра С.Чернов (Шупашкар) юлчĕ.

- Акатуя кирлĕ шайра ирттерме «А.Г.Сапаркин», «Кĕтне», «Иванов В.А.», «Тихонов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем А.Сапаркин, В.Михайлов, В.Иванов, Н.Тихонов, «Майя» тулли мар яваплă общество (руководителĕ Р.Хованская), М.Шишкина, Ф.Сапаркина, В.Григорьев, А.Григорьев (Шупашкар), Т.Молостовкина (Эçпепе), Н.Хованская, Г.Потяева, Г.Хованская (Вăрмар поселокĕ), М.Адюкова (Кавал), Р.Родионов, А.Васильев (Хĕрлĕçыр) предпринимательсем спонсор пулса тивĕçлĕ пулăшу пачĕç. Г.Васильев спорт мероприятийĕсене йĕркелесе пычĕ. Л.Васильева культура ĕçченĕ тата ыттисем Акатуя тивĕçлĕ шайра ирттерме нумай вăй хучĕç.



11 июня 2010
00:00
Поделиться