Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шупашкарта – спорт мелĕпе утакансен Раççейри ăмăртăвĕсем

Июнĕн 12-13-мĕшĕсенче спорт мелĕпе утассине юратакансем Шупашкарта Раççей шайĕнчи ăмăртусене пăхса киленме пултараççĕ. Çак кунсенче çитĕннисем хушшинче спорт мелĕпе утакансен çĕршыв чемпионачĕ тата Раççейри ăмăрту иртет. Чемпионат организаторĕсем ăмăртăва Раççей регионĕсенче килнĕ 300 яхăн спортсмен хутшăнассине палăртаççĕ. Чемпионат программи Шупашкарти залив хĕрринче шăмат кун 9 сехет çурăра хĕр арăмсен 20 километрлă чупăвĕнчен пуçланĕ. Çакăнтах 12 сехетре мероприяти савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. 12 сехет çурăра медальсем çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртусене арçынсем хутшăнĕç. Спорт тупăшăвĕ 17 сехетрен «Олимпийский» тĕп стадионта тăсăлĕ. Унта юниорсем 5 тата 10 пин метрлă дистанцисенче хăвăрт утассипе тавлашĕç. Чемпионат июнĕн 13-мĕшĕнче арçынсен 50 километрлă чупăвĕпе вĕçленĕ. Çĕнтерÿçĕсем июль уйăхĕн вĕçĕнче Барселона хулинче иртекен Европа чемпионатне хутшăнĕç. Ăмăртăва йĕркелекенсем спорт мелĕпе утакансен çĕршыв чемпионатне пырса курма чĕнеççĕ.



11 июня 2010
00:00
Поделиться