Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ÿсен-тăрана та чир-чĕртен вăхăтра хăтармалла

Çут-çанталăкăн кашни саманчĕ хăйнеевĕрлĕ. Тавралăх симĕс тум тăхăнсан вара курăк-йывăçа, чечек-курăка, килти пахча çимĕçе тĕрлĕрен чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсем тапăнса пусмăрлаççĕ. Тимлĕх уйăрмасан пуçĕпех тĕп тăваççĕ.

Хальхи вăхăтра пахча çимĕçсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсенчен, чирсенчен, çум курăксенчен сыхласа хăвармалли тапхăр пырать. Малтанах иккĕмĕш çăкăра сыхласа хăварас пирки чарăнса тăрас пулсан, ăна хальхи вăхăтра купаласа тухнă ĕнтĕ. Кĕçех колорадо нăррисем йăваланса тухмалли тапхăр çитет, çав вăхăтрах фитофтороз чирĕ те аталанма пуçлать. Кăçал çанталăк ытти çулсенчипе танлаштарсан сивĕ тăнине пула колорадо нăррисем хĕле япăх чăтса ирттерчĕç, чылайăшĕсем шăнса пĕтрĕç. Анчах та чăтăмлисем те пур, вĕсен амисем çĕр улми çеçки çине çăмартасем сапма та ĕлкĕрнĕ. Кĕçех вĕсенчен харампыр личинкисем çуралаççĕ. Вĕсемпе кĕрешме хальхи вăхăтра «Танрек», «Конфидор», «Актара», «Моспилан» препаратсем малти вырăнта тăраççĕ. Маларахри вăхăтра усă курнă «Децис», «Фитоверм», «Банкол», «Кинмикс» препаратсемпе те сапма юрать. Колорадо нăррисемпе кĕрешнĕ чухнех фитофтороз чирĕ çинчен те манса каймалла мар. Ку чирпе кĕрешме «Ордан», «Бордоская смесь» тата биологилле препаратсемпе - «Псевдобактерин-2», «Фитоспорин», «Планриз» усă курма пулать. Фитофтороз чирĕпе чи малтан помидор тĕмĕсем аптраççĕ, çавăнпа та вĕсене маларахах имçамлас пулать, кая юлсан каю шăтать тенĕ пек килсе ан тухтăр.

Купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшмансене уйрăмах хурт-кăпшанкăсем тапăнаççĕ, Вĕсемпе кĕрешме «Актейлик», «Алатар», «Фуфанон», «Муравьин-Г» химилле препаратсем питех те меллĕ, унсăр пуçне биологилле майпа кĕрешес тесен табак çăнăхĕ, хĕрлĕ пăрăç, сухан, ыхра шывĕсемпе (настойкисемпе) усă курма юрать. Юлашки вăхăтра пахча çимĕçсем çине тĕрлĕрен сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем вĕçсе ан ларччăр тата вĕсем патне те ан пыччăр тесе «Сочва-Ж» биологилле препаратпа анлăн усă кураççĕ. Çак имçампа сапнă пахча-çимĕçсем çине хурт-кăпшанкăсем тапăнмаççĕ. Çапла вара сире çак препаратсене туянма районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн çуртĕнчи пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă районти «Россельхозцентр» уйрăмĕ (малтанхи вăхăтра вăрлăх инспекцийĕ пулнă) пулăшма пултарать, кăсăклантаракан ыйтусене те татса парать. Пирĕн пата кĕрсе тухма та, 2-31-47 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама та пултаратăр.



22 июня 2010
00:00
Поделиться