Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ

Райадминистрацин архив секторĕн заведующийĕ Г. НАРСОВА хатĕрленĕ.

Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пĕтĕм халăхпа пĕрле пирĕн район çыннисем те фронтра та, тылра та çума-çумăн тăрса мĕн пур вăя шеллемесĕр тăрăшнă. Вăрçă çинчен калакан документсене, хаяр вăрçăра пулнă çынсен аса илĕвĕсене, çырăвĕсене тата ытти документсене архивра сыхласа хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ хăш-пĕр материалсене илсе пăхар-ха.

Оборона фондне

«Эпĕ (Ахметова) вăтам шкулта ĕçлекен 51 çулхи учительница, фронта вăй çитнĕ таран пулăшатăп. Халĕ оборона фондне ылтăн çĕрĕ, икĕ хулха унки патăм. Вăрçă вĕçлениччен кашни уйăхран 50-шар тенкĕ укçа паратăп».

67", 12.08.1941 ç.

«Тикашри «Большевик» колхозри колхозниксем нихăçанхинчен те пысăк хастарлăхпа ĕçлесе уйри тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. 2-мĕш бригадăри 70 çултан иртнĕ ватă колхозница Т.Васильева юлташ Отечественнăй аслă вăрçă пынă вăхăтра колхоз ĕçне хутшăнмасăр ларма пултарайманни çинчен каласа парать. Вăл ватă пулсан та пĕр кун сиктермесĕр тырă вырма тухать.

Çавăн пекех 4-мĕш бригадăри 65 çулхи В.Прокопьев юлташ та пур ĕçе те пысăк пахалăхпа чыслăн туса пырать. Унăн кăçалхи çулшăн халех 100 ĕç кунĕнчен иртнĕ. Вăл ĕç пуçтарса кĕнĕ çĕре 200 ĕç кунĕнчен кая мар тăвасса шанать».

74 ", 28.08.1941 ç.

«Аслă Пинерти Молотов ячĕпе тăракан колхоз колхозникĕ Тихон Павлов Хĕрлĕ Çар боецĕсем валли ăшă тумтир тума халиччен 3 тир, 1 кг çăм, 5 метр пир, 30 тенкĕ укçа панă».

17 ", 28.02.1942 ç.

«Отечественнăй Аслă вăрçă пуçланнă хыççăн мĕн пур совет халăхĕпе пĕрле пирĕн районти ĕç çыннисем те çĕршывпа фронта анлăн пулăшу пама пуçларĕç.

Çак шутпа 1941 çулта хĕл пуçланас умĕн тата хĕлле сахал мар ăшă тумтирсем пухса Хĕрлĕ Çар боецĕсем валли ярса пачĕç. Сăмахран 330 кĕрĕк пиншак, 310 мăшăр тир алса, 558 мăшăр çăматă, 609 мăшăр çăм нуски, 642 мăшăр çăм алсиш, 531 шапка, тиртен çĕленĕ жилетсем - 81, 100 мăшăр кĕпе-йĕм, ваткăпа çĕленĕ шараварсем - 30, 60 фуфайка, 736 питшăлли, 527 мăшăр пир-тăла, минтерсемпе минтер пичĕсем, табак енчекĕсем тата ытти те. Кунсăр пуçне Çĕнĕ çул ячĕпе, Хĕрлĕ Çар 24 çул тултарнă ятпа тата май уявĕ ячĕпе парнесем ярса панă. Çак посылкăсен шутĕнче какай - 1390 кг, çу - 45 кг, пыл - 165 кг, çăмарта - 1540, шур çăнăх - 416 кг, табак 66 кг тата ытти те».

3 ", 13.01.1943 ç.

«Юлташсем, «Хĕрлĕ Шептах» колхоз колхозникĕсемпе колхозницисем! Малтанах эпĕ сире фронтран красноармеецла салампа саламлатăп!

Эпир хальхи вăхăтра, хĕл сиввине пăхмасăрах, нимĕçсен фашистла захватчикĕсемпе вăйлăн çапăçатпăр, тăшманăн чĕрĕ вăйĕпе техникине пĕтерсе пырса малалла куçатпăр, тăван ялсемпе хуласене ирĕке кăларса пыратпăр.

«Хĕрлĕ Шептах» колхоз районта малти колхозсен ретĕнче пынă. Халĕ те çак колхоз, манăн тăван колхоз, малти ретре пултăр. Эсир, колхозниксемпе колхозницăсем, çине тăрса ĕçлĕр тата Хĕрлĕ Çара ытларах пулăшăр. Танксен «Колхозник Чувашии» колоннине тума укçа-тенкĕ пухăр. Малтанах эпĕ фронтран аманса таврăннă юлташăмсене, халĕ колхозра ĕçлекенскерсене, Хĕрлĕ Çара ытларах пулăшма, халăха ертсе пыма чĕнетĕп. А.Вишнев, И.Матвеев, А.Васильев, М.Васильева, С.Иванов юлташсене Хĕрлĕ Çар валли танксен колонни тунă çĕре укçа-тенкĕ пухса пама чĕнетĕп.

Сирĕн вăйпа тунă хĕç-пăшалпа эпир тăшмансене ăнăçлă çапăпăр».

М.Л.Леонтьев ефрейтор «Хĕрлĕ Шептах» колхоз

членĕсем патне янă çыру.

29 ", 11704.1942 ç.

«Вутлан» (Малтикас) колхоз колхозникĕсем государствăна тырă сутма, заготзерно пунктне 3 тонна тырă килсе пама йышăнса, плана виçĕ кун хушшинче пурнăçларĕç. Кашни колхозникăн пĕр шухăш-тăван çĕршыва пĕтĕм вăй çитнĕ таран пулăшасси пулса тăрать. Алексей Михайлов колхоз ĕçĕнче чи хастарлă ĕçлекенсенчен пĕри шутланать. Вăл государствăна тырă сутнă чух çапла каларĕ: «Манăн икĕ ывăл фронтра ирсĕр фашизмпа кĕрешеççĕ. Эпĕ вĕсен ĕçĕ çине ответлесе тылра тăрăшса ĕçлетĕп, государствăна пулăшса пĕр центнер тырă сутатăп»,- терĕ. Çавăн пекех фронтовик арăмĕ Е.Абрамова юлташ 500 кг, О.Степанова 90 кг, бригадир В.Андреева пĕр центнер тырă государствăна сутрĕç».

60 ", 25.11.1943 ç.

Н.А.Афанасьев лейтенант амăшĕ патне янă çыруран (Хуруй ялĕ): «Çамрăклăх! Вăл маншăн хаваслă та кĕске пулчĕ. Çапăçу хыççăн каннă вăхăтра эпĕ вĕсене аса илсе тÿлек каçсенче юлташсемпе калаçни тата Энĕшпуç вăрманĕ илемлĕхĕпе киленсе çÿренисем куç умĕнче. Çавăнпа та манăн мĕнле те пулин сывă юлса малалла пурăнмалла».

16.07.1943 ç.

(Оригиналсене хаçатран улăштармасăр пичетленĕ).



22 июня 2010
00:00
Поделиться