Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вулăс пухăвĕнче

1920 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче Вăрмар станцийĕнче пысăк пуху пулса иртнĕ. Кунта Арапуç вулăсĕнчи ялсенчен килнĕ çынсем пухăннă (И.Осипов - Çĕнĕ Кавал, Арапуçĕнчен Г.Петров, Перепелкин, Ларионов, И.Николаев, Чеснаков тата Никитин - совет председателĕ, Эçпеперен - А.Ярлыкин, И.Васильев, И.Юркин, Ю.Николаев, Н.Прокопьев, Б.Петров, К.Алексеев, К.Егоров - Кивĕ Вăрмартан; Паттирен - Поляков; Мăнçырмаран - Павлов, К.Михайлов, Григорьев, Чулкас ялĕнчен - И.Владимиров, Ф.Васильев, С.Демидов, Ямпайран - И.Кузнецов, В.Васильев; В.Михайлов - Кивĕ Мăнтăртан, Вăрмар станцийĕнчен С.Казаков (Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн ашшĕ) тата П.Орлов; «Единство» фабрикăран - А.Филиппов тата А.Баданов, Востричкин - экономпайран, Н.Соколов - халăх судĕнчен, Ф.Прокопьев тата тĕрлĕ çынсем - Вăрмар поселокне килнĕ çынсем; (Кунтах Арапуç больницинчен П.Петров, Петрокоммунăран Ларшин пулнă. Пухăва С.Казаков уçнă, Ф.Прокопьев ертсе пынă, протоколне А.Ярлыкин çырса пынă. Пуху 12 сехетре пуçланнă. Пурте тенĕ пекех тухса калаçнă. Пĕрисем хăраса каланă - пирĕнтен кулаççĕ-ши, ĕлĕкхи пекех «инородцы» тесе хăвармаççĕ-ши, ку тĕрĕс-ши; Каярах, пĕтĕмĕшле ăнлантарсан, хăрани тĕппипех çухалсан, пухури çынсем алăсем çĕклесе резолюци йышăннă. Унăн сăмахĕсене вырăслах пĕлтерĕпĕр: «Чуваши Арабосинской волости, принимая драгоценный дар советской власти, с воодушевлением приветствуют работников Чувашей, положивших собрание для организации отдельной чувашской административной едицины. Да здравствует советская власть!

Да здравствует молодой Революционный комитет чувашской области!» Пуху 5 сехетре тин хупăннă. Апла пулсан та çынсем часах саланман, пĕр-пĕрне саламланă, савăнса алăсене чăмăртанă, «Интернационал» хаваслăн юрланă хыççăн тин саланма пуçланă.



22 июня 2010
00:00
Поделиться