Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асăрхануллăрах пулар

Июнь уйăхĕн вĕçĕ шăрăх тăнипе палăрать. Çак вăхăтра чылайăшĕ - вĕсенчен ытларахăшĕ шкул ачисем, çамрăксем - канăçлăх шыв хĕрринче тупаççĕ. Вĕри çанталăк пушарсем алхасасси патне те илсе çитерет. Çавăнпа та мĕнле те пулса хăрушлăх синкер килсе тухас пулсан Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен республикăри комитет çак телефон номерĕсемпе шăнкăравлама чĕнсе калать: Пушар служби - 01, милици - 02, васкавлă пулăшу - 03, («Мегафон» çыхăну операторĕн те номерĕсем пĕр килеççĕ, анчах хыçала çăлтăрчăк кăна лартмалла). Ытти çыхăну операторĕсен номерĕсем: 112 (пушар хуралĕ), 020 (милици), 030 (васкавлă пулăшу).



29 июня 2010
00:00
Поделиться