Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашнинех пулăшма тăрăшать

Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче ĕçпе чапа тухнă, пархатарлă ĕçре палăрнă, ят-сума тивĕç пулнă çынсем сахал мар. Паттăрсем «пĕлĕт çинчен ÿкмеççĕ», ăнсăртран та пулса тăмаççĕ, вĕсем пирĕн халăх хушшинче, вăл пулăшнипе, аслăраххисем, пурнăçа ытларах пĕлекеннисем вĕрентнипе ÿссе çитĕнеççĕ. Вĕсен кун-çулĕ пур чухне те тап-такăр пулать теме çук, хăшĕсен умне тепĕр чух нимĕнпе те çĕнтерме май çук пек туйăнакан йывăрлăхсем те тухса тăраççĕ. Вĕсене çĕнтерме, çул çинчи тумхахсем урлă сиксе каçма вăй та нумай кирлĕ пулать, - çав вăя, хастарлăха пирĕн çынсене коллектив членĕсем, тус-юлташсем параççĕ.

Предприятири юсавпа механика тата техобслуживани мастерскойĕн начальникĕ Алексей Юрьевич Баданов пирки коллективра ырăпа кăна калаçаççĕ. Шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланипе çĕнсе илнĕ вăл çак пысăк хисепе. Хăйĕн патне пыракан кашни çыннах пулăшма тăрăшать. Вăл ертсе пынипе 10 специалистран тăракан бригада кунти мĕн пур юсав ĕçĕсене пурнăçлать. Техники вара сахал мар: пассажирсем турттаракан 24 автобус, 2 çăмăл, «Урал», «Зил», бензин турттаракан тата техника енчен пулăшу паракан автомашинăсем. Вĕсем пурте юсавлă пулмалла-çке. Унсăрăн тупăш илес вырăнне, предприяти тăкак курасси каламасăрах паллă.

«Тăрă шывпа çусан кĕпе шуралать, ырă çынпа калаçсан хуйхă сирĕлет», теççĕ халăхра. Кашни водительпех, коллективăн ытти членĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет Алексей Юрьевич, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшать.

А.Баданов Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Районти çар комиссариачĕ янипе ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухнă, водитель профессине илнĕ. Салтакра икĕ çул службăра пулнă хыççăн Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче мастерта ĕçлеме пуçлать. Пĕр вăхăтрах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕренет.

2002 çулта Чăвашавтотранс системинче вăй хума тытăнать. 2004 çулччен Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче автобуссене рейса тĕрĕслесе кăларакан механикра тăрăшулăх кăтартать. Паян кунчченех предприятири юсавпа механика тата техобслуживани мастерскойĕн начальникĕ.

1992 çулта Алексейпа Венера пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ - Венера Витальевна - «Ромашка» ача садĕнче воспитатель пулăшаканĕ пулса ĕçлет. Икĕ ывăл ача çитĕнтереççĕ. Асли - Эрнест - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта 11-мĕш, Дмитрий 3-мĕш класра вĕренеççĕ.



29 июня 2010
00:00
Поделиться