Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн команда пĕрремĕш вырăнта

Кашни çулах Етĕрне хулинче К.Долбилко воин-афганеца асăнса Атăлçи федераци округĕн Чăваш Республикинчи террриторийĕ йĕркеленĕ футбол выляссипе турнир ирттереççĕ. Ку хутĕнче те районсенчи, хуласенчи воин-афганецсем, Чечен Республикинчи хирĕç тăрура пулнисем асăннă ăмăртăва хутшăнчĕç. Пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчен те 10 çын хутшăнчĕç. Вĕсене воин-афганецсен районти канашĕн председателĕ О.Ильин ертсе пычĕ. Тупăшура пирĕн район команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, диплома тата парнесене тивĕçрĕ. В.Бондарев, Ю.Ларионов, В.Авакумов, А.Игнатьев, О.Ильин, Г.Васильев, О.Кузьмин, В.Левин, М.Матвеев чăн-чăн пултаруллă спортсменсем. Футбол ăмăртăвĕпе пĕрлех воин-афганецсене Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн орден-медальсемпе те наградăларĕç. «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена В.Бондарев тивĕçрĕ. «Совет çарне Афганистанран кăларнăранпа 20 çул» знакпа В.Авакумова чысларĕç. Пĕтĕмĕшле каласан спорт вăййисем пурне те килĕшнĕ.



29 июня 2010
00:00
Поделиться