Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççейре те маххă памаççĕ

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Ю.Григорьев пуçарнипе 2001 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Шăхаль шкулĕнче сетокан стилĕпе каратэ-до секцийĕ йĕркеленĕ. Тренер çамрăксене тупăшăвăн мелĕсене, çĕнтерĕвĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентет, занятисене çÿллĕ шайра ирттерет. Тăрăшни сая каймасть. Юрий Иванович çине тăнипех каратэ енĕпе ирттернĕ республикăри ăмăртусенче унăн воспитанникĕсем 63 хутчен пĕрремĕш, 47 - иккĕмĕш, 73 хутчен виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Хусанта ирттернĕ «Маккаби кубокĕ» Пĕтĕм тĕнчери уçă турнир халĕ те тренер асĕнчех-ха. Ăна еврейсен «Маккаби» спорт обществи, «Тутарстан Республикин хĕвелтухăç кĕрешĕвĕн федерацийĕ» регионти обществăлла организацийĕ тата Тутарстан Республикин çамрăксен спорт тата туризм министерстви еврей халăхĕн геройне Иегуда Маккавея асăнса йĕркеленĕ.

Ку ăмăртăва Израильтен, Мускав, Тольятти хулисенчен, Самара, Саратов облаçĕсенчен, Чăваш тата Тутарстан республикисенчен чи вăйлă спортсменсем хутшăннă.

Республикăн пĕрлештернĕ командинче Ю. Григорьев инструктор тренерăн воспитанникĕсем: Шăхальпе Мăнçырма шкулĕсенчи, ачасемпе çамрăксен районти Пултарулăх çуртĕнчи каратэ секцине çÿрекен Г.Павлов, Д.Разумов, А.Чернова, Л.Григорьева, Д.Емельянов, А.Кудрявцев та пулнă.

14-15 çулхи хĕрачасем хушшинче ката (каратэ техники) енĕпе Л.Григорьева виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Кăçалхи февраль уйăхĕнче каратэ енĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин чемпионачĕ иртнĕ. Ку тупăшура кумитэ тата ката енĕпе ăмăртнă. Ачасемпе çамрăксен районти Пултарулăх çуртĕнчи Д.Семенов, Л.Григорьева, К.Иванова, О.Кузьмина, З.Макова, А.Ильин, К.Павлова призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Кăшт каярах Çĕнĕ Шупашкарта каратэ енĕпе уçă чемпионат пулнă. Ку хутĕнче те пирĕн пултаруллă спортсменкăсем К.Павлова, З.Макова, К.Иванова, О.Кузьмина, Л.Григорьева призлă вырăнсене тивĕçнĕ.

Май уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пĕрремĕш номерлĕ спорт шкулĕн спорт залĕнче Раççей каратэ федерацин пĕрремĕш чемпионачĕ тата федерацинче мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Унта кĕçĕн ушкăнри ачасем, юниорсем тата çитĕнсе çитнисем хутшăннă. Тупăшу тĕллевĕ федерацин каратэ командине йĕркелеме пултаруллă спортсменсем суйласа илесси пулнă. Вĕсем VII Европа чемпионатне тата Каорле (Венеци, Итали) хулинче кăçалхи октябрĕн 22-24-мĕшĕсенче пулакан VII Тĕнче кубокне хутшăнма путевка çĕнсе илеççĕ. Çавăн пекех Раççей каратэ федерацин ката тата кумитэ енĕпе профессиллĕ судьясен составне, чи лайăх тренерсене палăртма май парать.Çак ăмăртусене çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен: Пермь крайĕнчен, Владимир, Вологда, Мускав, Самар, Саратов, Тверь, Челябинск облаçĕсенчен, Тутарстан, Мордва, Удмурт, Мари-Эл тата Чăваш Республикисенчен пурĕ 667 спортсмен хутшăннă.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине ачасемпе çамрăксен районти Пултарулăх çуртĕнчи тата Шăхаль шкулĕнчи Л.Григорьевăпа К.Павлова спортсменкăсем кĕнĕ. 14-15 çулхи хĕрачасем хушшинче кумитэ енĕпе Людмила Григорьева кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, ката енĕпе тăваттăмĕш вырăн йышăннă. 10-11 çулхисенчен 28 кĕрешекен хушшинче Ксения ката енĕпе пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Специалистсем хакланă тăрăх, вăл выляса илме те пултарнă. Анчах та Удмурт хĕрачи телейлĕрех пулнă. Çак ăмăртусенче Хусанти чукун çул техникумĕнче вĕренекен Шăхаль каччи Д.Семенов хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. 16-17 çулхи çамрăксем хушшинче ката енĕпе вăл бронза медаль çĕнсе илнĕ, кумитэ енĕпе тăваттăмĕш пулнă.

Л.Григорьевапа К.Павлова Раççей каратэ федерацин пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Кăçалхи кĕркунне вĕсем Италире иртекен VII Тĕнче кубокне хутшăнаççĕ.

Вĕренÿ çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетес тĕллевпе ЧР каратэ федерацийĕ кăçалхи майăн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пĕрремĕш тата иккĕмĕш çул вĕренекен спортсменсемпе уçă турнир ирттернĕ.

Çивĕч кĕрешÿре 14 çул тата унтан та аслăрах, пĕрремĕш çул вĕренекен хĕрачасем хушшинче О.Кузьмина пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хăйĕн вăйне иккĕмĕш çул вĕренекенсемпе виçсе пăхма шутланă, иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Ката енĕпе 12-13 çулхи хĕрачасем хушшинче М.Павлова çĕнтернĕ. А.Игнатьева 10-11 çулсенчи хĕрачасенчен ката енĕпе выляса илнĕ. 10 çулхи арçын ачасенчен ката тата кумитэ енĕпе пĕрремĕш тата иккĕмĕш çул вĕренекенсене çĕнтерсе А.Ильин пĕрремĕш виçĕ вырăна çĕнсе илнĕ. И.Игнатьева 8-9 çулхи хĕрачасене парăнтарнă. 9 çулхи арçын ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çÿлте асăннă спортсменсем пурте Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренеççĕ.



29 июня 2010
00:00
Поделиться