«Вăрçă ачин» кун-çулĕ
Çулсем, йĕрсем… Питĕ хăвăрт шăваççĕ-çке вĕсем. Акă хăрушă вăрçă ахрăмĕ кĕрлесе иртнĕренпе те 65 çул çитрĕ. Çак çулсен синкерлĕхне никам та, нихăçан та асран кăлараяс çук, мĕншĕн тесен вăрçă çулĕсенче çитĕннисемпе пĕрлех ачасем те вăрçă часрах вĕçлентĕр тесе нумай вăй хунă. «Вăрçă ачисем» тенĕ вĕсене.
Манăн асанне те 1930-мĕш çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Çитмĕш ялĕнче кун çути курнăскер - «вăрçă ачи». Асаннене Иулитта Григорьевна тесе чĕнеççĕ. Вăл Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнать. 80 çула çитнĕ асанне çирĕп вăй-халлă, халĕ те лара-тăра пĕлмест, пĕрмаях ĕçлет, мăнукĕсене алсиш-нуски çыхса тăхăнтарма та, пахчари ĕçсене тума та, тутлă апат пĕçерме те пултарать. Эпир ăна пуриншĕн те тав тăватпăр тата нумай çул пире савăнтарса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Асаннепе калаçса ларма та питĕ кăмăллă. Хăйĕн иртнĕ кунĕсене хумханмасăр аса илеймест, ара терт-нушине те нумай тÿснĕ-çке вăл. Çемьере вĕсем 8 пулнă. Пысăк çемьере çимелли те, тумланмалли те нумай кирлĕ-çке. Пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕçе вĕренсе ÿснĕ вăл: кĕнчеле арлама та, пир тĕртме те, кĕпе-йĕм çĕлеме те. 8 çулта шкула вĕренме кайнă, анчах та унта ĕçлемелли нумай пулнипе 4 çултан мала çÿреймен. Колхозра çитĕннисемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: тыррине вырнă, авăн çапнă, утă çулнă. Çамрăккине те, ывăннине те пăхман. «Шкулта хутса ăшăтмалли вут-шанкă та, çырмалли хут, чернил та пулман, хура сăрăсемпе кивĕ кĕнекесем çине çыркаласа кăштах вĕренкеленĕ», - аса илет асанне шкул çулĕсене.
Вăрçă чарăннине те ас тăвать вăл. «Çав кун майăн 9-мĕшĕнче шкулта митинг пулчĕ. Мăнкун эрниччĕ ун чухне. Ачасем сăвăсем тухса каларĕç, вăрçăра вилнисене шăп тăрса аса илчĕç. Ашшĕсĕр тăрса юлнă ачасем макăраççĕ, сывă юлнисем савăнаççĕ», - каласа парать асанне.
Вăрçă хыççăн манăн асанне Вăрмарти çăкăр пĕçерекен заводра 7 çул хушши ĕçленĕ. Унтан инкубаципе кайăк-кĕшĕк станцинче чăх-чĕп пăхнă çĕрте тăрăшнă. Унăн ĕçре палăрнăшăн панă Хисеп хучĕсем те питĕ нумай, «Ĕç ветеранĕ» медале те илме тивĕçлĕ пулнă. Вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми тăрăшнăшăн панă медалĕсене те асанне чи хаклă тупра пек упрать, вĕсемшĕн савăнать, хăйĕн ĕçне çавăн пек хакланăшăн çĕршыв ертÿçисене чĕререн тав тăвать. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 65 çул тултарни» юбилей медальне илсен те савăнăç куççульне пытараймарĕ.
Асанне Иван Петрович Петровпа мăшăрланса çемье çавăрнă, 4 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ Галина ача садĕнче воспитательницăра, Надя – санитарка пулса ĕçлет. Анчах, шел пулин те, 2 ачи паянхи кун асаннепе пĕрле мар, вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран ытла та ир уйрăлса кайнă. Пысăк хуйхă тÿссе ирттернĕ пулин те, асанне халĕ хăйĕн 7 мăнукĕпе чунтанах савăнать, вĕсене лайăх вĕренме, чăн-чăн çын пулма пил парать вăл. Эпĕ те хамăн асаннепе чунтан мухтанатăп.