Яла аталантарма
«Россельхозбанк» АУОн Чăваш Республикинчи филиалĕ 10 çулта Чăваш Енри АПКна аталантарма тата уйрăм çынсене 14 млрд ытла тенкĕлĕх кредит панă. Килĕшĕве пурнăçласа унăн мĕн пур укçи регион экономикине инвестициленет, кредитсен 90 проценчĕ агропромышленноç комплексне хывăнать.
2008 çултан пуçласа кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне филиал ял хуçалăх техники туянма - 443,6 млн (122 единица валли), ăратлă выльăх илме - 62,7 млн (1229 пуç валли), производство объекчĕсем тума тата реконструкцилеме - 920,6 млн (23 объекта хута яма, çав шутра выльăх-чĕрлĕхĕн 13 вити валли 654,2 млн тенкĕлĕх), ыттисене çĕклеме 266 млн (10 объект) тенкĕлĕх кредит уйăрнă.
Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне филиалăн кредит портфелĕ 5,9 млрд тенкĕпе танлашнă, унăн 80 проценчĕ - предприятисемпе уйрăм граждансене нумай вăхăтлăх панă займсем.
Халĕ банкăн регионти уйрăмĕн район-хулара 21 хушма офисĕ ĕçлет. Вăл шутра пирĕн районта та.