Амăшĕн савăнăçĕ
«Çын пуласси ачаран паллă», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ чăннипех те çапла пулнине çирĕплетсе паракан тĕслĕх - Мăнçырма ял каччи Алексей Владимирович Емельянов.
Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер, Мăнçырмари вăтам шкула «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтерсен Алексей пĕр иккĕленсе тăмасăр Шупашкара, ял хуçалăх академине, çул тытать. Техникăна юратни, унпа çывăх пулни ăна ял хуçалăхĕ валли инженерсем хатĕрлекен факультета илсе çитерет. Шкулта тарăн пĕлÿ илнĕ, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене лайăх тытнă çамрăк часах академи студенчĕ пулса тăрать. Кунта та пĕлÿшĕн çунакан каччă чи лайăх вĕренекен студентсен йышĕнче.
Вĕреннĕ вăхăтра яш çынсем çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлайманни Алешăна канăç паман. Алла диплом илсенех çамрăк инженер районти çар ĕç комиссариатне çул тытать, хăйне контракт йĕркипе Тăван çĕршыва, унăн тăнăçлăхне сыхлама яма ыйтать. Ыйтăва кирлĕ пек татса панă хыççăн ăна Пермь тăрăхĕнчи «Звездный» ятлă поселока яраççĕ. Академире илнĕ специальность Алешăна хĕсметре питĕ кирлĕ пулса тухать: автомобильсене юсакан взвода лекет. Ĕçе чунтан юратса пурнăçлама хăнăхни кунта та пулăшать: ăна часах гвардин кĕçĕн сержанчĕн званине парса техникăна пăхса тăракан пайăн мастерне лартаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ каччă мĕн тунипе кăна çырлахмасть: пĕлĕвне малалла ÿстерет, службăра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Тăрăшуллă та пур енĕпе те тĕслĕх пулса тăракан салтака аслисем те асăрхаççĕ: 2010 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Çар чаçĕн командирĕ С.Петров полковник кăларнă приказпа килĕшÿллĕн А.Емельянова «Сержант» звани парса техобслуживани пайĕн командирне лартаççĕ, аслă мастер ятне параççĕ.
Çак кунсенче Мăнçырмара пурăнакан Елена Витальевна ячĕпе Алеша хĕсметре тăракан çар чаçĕнчен çыру килнĕ: командир приказĕ тата Тав çырăвĕ. Ывăлĕ служба картлашкипе çÿлтен-çÿле хăпарса пынине вуласан амăшĕн куçĕ савăнăç куççулĕпе тулчĕ. Тав çырăвĕнче вара çапла çырнă:
«Уважаемая Елена Витальевна!
Командование части с глубоким удовлетворением сообщает Вам, что ваш сын Алексей добросовестно и честно исполняет свой Конституционный долг по защите Отечества.
Он прилагает все свои знания, умения и навыки, чтобы в совершенстве овладеть своей боевой специальностью, вверенной техникой и вооружением,быть примером в воинской дисциплине. Пользуется уважением командиров и сослуживцев, всегда готов оказать помощь товарищу.
Вы можете гордиться своим сыном. Большое спасибо Вам за воспитание настоящего защитника Отечество.
С уважением: командир войсковой части гв.полковник С. Петров».
Амăшĕн савăнăçĕ виçесĕр. Чăннипех те амăшĕ тивĕçлĕ çакăн пек ывăлпа мухтанма. Эпир те, Алешăн вĕрентекенĕсемпе унпа пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, çĕршыв сыхлавçипе тивĕçлипех мăнаçланатпăр. Пĕлетпĕр: Алеша пек йĕркеллĕ те хăй тивĕçне чыслă пурнăçлакан каччăсем Тăван çĕршыва сыхланă чухне эпир лăпкă пурăнма пултаратпăр.