Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кафе хăтлăхĕпе илĕртет

Вăрмар райповĕ Республика кунне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕ. Ĕçлесе илнĕ тупăшпа производствăна анлăлатма, лавккасене хăтлăх кĕртме пултарчĕ. Вĕсен шутĕнче поселокри «Минутка» кафене те евроюсав тунă. Вăл илемĕпе, ассортименчĕпе, культурипе пысăк хуларисенчен пĕрре те уйрăлса тăмасть. Шал енчен те хăтлăх кĕртнĕ. Кунта тăрăшса вăй хуракан А.Морозова, С.Борисова сутуçăсем туянакансемпе яланах ăш пиллĕ те тараватлă. Чукун çул тата автовокзалсем çывăх пулнăран кунта халăх йышлă çÿрет. Вĕсен ыйтăвне пултаруллă та маттур сутуçăсем çийĕнчех тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та туянакансем А.Морозова, С.Борисова ĕçĕпе кăмăллă, вĕсене ырă енĕпе кăна палăртаççĕ.



02 июля 2010
00:00
Поделиться