Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулас тухăçшăн

Хĕрлĕçырти «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшакансем ял хуçалăх культурисене кашни çулах тухăçлă çитĕнтереççĕ. Агротехникăлла мĕн пур мероприятисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланинчен килнине тĕрĕс ăнланаççĕ вĕсем. Иртнĕ çул çĕр улмие кашни гектартан вăтамран 180 центнер туса илнĕ. Кăçал татах та пысăкрах тухăç илессишĕн кĕрешеççĕ. Çанталăк типĕ те вĕри тăнине пула тухăçлă çĕр улми çитĕнтересси самаях шухăшлаттарать. Хальхи вăхăтра кунта вăй хуракансем, фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ А. Сапаркин ертсе пынипе, «иккĕмĕш çăкăра» шăварасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. С.Николаев, А.Николаев, С.Сапаркин, Д.Мефодьев асăннă ĕçе пурнăçлаççĕ. Çак культура кăçал 25 гектар йышăнать.



06 июля 2010
00:00
Поделиться