Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сумлă ят - учитель-ветеран

Учитель мĕн авалтан чи сумлă, чи хисеплĕ çын пулнă. Вăл ачасене юратать, кашнинех ăнланма, кирлĕ сĕнÿ-канаш парса лăплантарма пĕлет, çывăх çынсене парса çитереймен чун ăшшине пама пултарать.

Шăпах çакăн пек учитель пулса 39 çул шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ те ĕнтĕ Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Зоя Николаевна Синичкина. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пурăнакан учитель-ветерана çак паллă кунпа ăшшăн саламлас килет. 1945 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче çуралнă вăл. Вăрçă хыççăнхи çулсем çăмăлах пулман пулин те пысăк йышлă çемьере пĕр тăвансем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, килĕштерсе пурăннă. Ашшĕпе амăшĕ, Николай Ивановичпа Татьяна Никифоровна Ильинсем, 5 ывăлпа 5 хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ. Хĕрсенчен тăватă пĕр тăванĕ: Евгения, Клавдия, Зоя тата Анна учитель пулма шухăшласа çак ĕçпех ĕçленĕ, хăйсен пурнăç çулĕ çинче тем тĕрлĕ çынпа та, ачасемпе те яланах пĕр чĕлхе тупма пултарнипе палăраççĕ вĕсем. Çав хушăра шкулти профсоюз комитечĕн председателĕ пулса ĕçлет, коллективри педагогсемпе ăсталăх конкурсĕсем йĕркелет, сывлăха çирĕплетмелли условисем туса пама тăрăшать. Хăйĕн ĕçри тăрăшулăхĕшĕн Хисеп хучĕсене, «Ĕç ветеранĕ», «Аслă вĕрентекен» ятсене тивĕçет. Зоя Николаевна 1963 çулта Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухса И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. 1970 çулта алла учитель пулни çинчен диплом илет, 1964 çулта куçăмсăр майпа вĕренме куçать. Куславкка районĕнчи Энтри Пасарти сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан Пысăк Енккассинчи тата Арапуçĕнчи шкулсенче ĕçлет. Аслă хĕрĕ Татьяна халĕ Мускавра РФ Президенчĕн администрацийĕн аппаратĕнче паспорт службин инспекторĕнче вăй хурса тивĕçлĕ наградăсем илнĕ. Вăтам хĕрĕ, Марина Давыдовна, 1987 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухса Канашри финанс техникумне пĕтерет, куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе пырса Мăнçырмари вăтам шкулта аслă вожатăй пулса ĕçлет. Çамрăк ачасемпе ĕçлеме килĕштернипех, вĕсене пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма пулăшса шкулта тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерет. Ачасем Марина Давыдовна патне туртăнни класс тулашĕнчи мероприятисенче кăна мар, ялти çамрăксемпе пĕрлешÿллĕ тĕрлĕрен спорт вăййисенче те, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те палăрса тăрать. Çавăнпах пулĕ 2001-мĕш çулта вăл Вăрмарти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасен аслă инспекторĕнче ĕçлеме пуçлать. Ĕçри тăрăшулăхшăн тĕрлĕрен пархатарлă хутсем илме тивĕçет. Кĕçĕн хĕрĕ, Алина Давыдовна Синичкина (Ахвандерова), юратнă амăшĕн çулне-учитель профессине алла илес тесе 1992 çулта Канаш педагогика училищинче, 1997 çулта И.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтне пĕтерсе унтах чăваш чĕлхипе литератури кафедринчи аспирантура пĕтерет, çăмăллăнах çÿлелле хăпарать: институтри чăваш чĕлхипе литератури учителĕ пулнă май, профком председателĕ, деканăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, 2005 çулта - чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ, 2006 çултанпа паянхи кунччен университетри чăваш филологи факультетĕнчен декан заместителĕнче ĕçлет. Алина Давыдовнăна 2003 çулта филологи наукисен кандидачĕ наука степенĕ пани вăл 30 ытла наука ĕçĕсенче вĕрентÿ пособийĕсем çырса кăларни те çирĕплетет.

Тăватă теçеткене яхăн шкулта вĕрентнĕ Зоя Николаевнăн вĕрентекенсен династийĕ çинчен çырмалли те, асăнмалли те чăннипех нумай. Унăн хăйĕн пĕр тăван аппăшĕсем - Евгения Николаевна, Клавдия Николаевна, Анна Николаевна та хамăр республикăри тĕрлĕ хуласемпе ялсенче учитель пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Чăннипех те тава тивĕçлĕ çак вĕрентекенсем. Чыс та хисеп вĕсене, кашниех вĕсем пултаруллă.



06 июля 2010
00:00
Поделиться