Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çын пуласси ачаран паллă

Июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1- мĕшĕччен Муркаш районĕнче «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен республикăри 42-мĕш финал вăййисем иртрĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă. Вăйăсене уçма ЧР Президенчĕ Н.Федоров та хутшăннă.

Чи малтанах çамрăк армеецсем паттăрсене сума суса палăк умне чечек кăшăлĕ хунă. Николай Васильевич асăннă мероприяти 40 çул ытла тăсăлнине ырласа çакнашкал мероприятисенче çеç çын çирĕплĕхне тĕрĕслеме, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренет. Чăваш Ен пуласлăхĕ сирĕн пек мал ĕмĕтлĕ çамрăксенче, тенĕ. Вăрмарсем ку чăннипех çапла пулнине çирĕплетнĕ.

Уяв малалла тăсăлнă май Н.Федоров пурне те Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламланă. Пултаруллă яшсемпе пикесене ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕпе чысланă.

Ентешсен виçĕ вăтам шкул команди хутшăннă çак тупăшусене: «Орленок» вăйăра - Энĕшпуçсем, «Зарница» вăйăра - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, Пысăк Енккассинчен кадетсен команди.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 62 командăн хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ конкурссенче кăтартма тивнĕ. Пысăк Енккасси кадечĕсем 3-мĕш, вĕсен ертÿçи, пурнăç сыхлавĕн никĕсĕсене вĕрентекен В. Иванов «Вĕрентекен-наставник» конкурсра 1-мĕш, Вăрмарти пĕрремĕш, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул командисем 12-мĕш тата 21-мĕш вырăнсем йышăннă. Командăсен ертÿçисем, В.Шапеевпа А.Яковлев, чăннипех ыр сăмаха тивĕç.

Çакна та каласа хăвармалла: Вăрмарсем кашни çулах çак вăйăсене хутшăнаççĕ, пултарулăхне туптаççĕ. Çитĕнÿ никĕсĕ те çакăнта.



09 июля 2010
00:00
Поделиться