Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăн-чăн патриот пулма вĕрентет

2008 çултанпа Пысăк Енккассинчи шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентет В.Иванов. Нумай пулмасть Муркаш районĕнче иртнĕ «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен республикăри 42-мĕш финал вăййисене хутшăнса вăл «Вĕрентекен - наставник» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн евĕрлĕ конкурса республикăра пуçласа ирттернĕ. Пĕрремĕш хут вĕрентекенсен ачисемшĕн кăна мар, хăйсемшĕн тăрăшма тивнĕ. Çынна шывран туртса кăлармалли çыхă çыхассипе, тĕллесе перессипе, азимут палăртассипе, тĕмсем тăрăх сикессипе, компьютер умĕнче ларса тестировани витĕр тухассипе ăмăртнă хăйсем хушшинче 26 учитель. 22 çул шкул пурнăçне халалланă Вячеслав Николаевич Муркаш районĕнчен çĕнтерÿçĕ дипломне, кубок, медаль илсе таврăннă. Хĕсметре чухне те вăл Афганистанри çапăçусене хутшăнма салтаксене хатĕрлекен вĕрентÿ полкĕнче службăра пулнă. Ахальтен мар кадетсен класне шанса панă ĕнтĕ ăна. Халĕ вăл кадетсен воспитатель-наставникĕ, ачасене чăн-чăн патриот пулма вĕрентет.



09 июля 2010
00:00
Поделиться