Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăнасемпе савăнма кăмăллă

Районти пысăк ялсенче кăна мар, пĕчĕк тесе шутланаканнисенче те Акатуйсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче вăл Кĕçĕн Шăхалĕнче иртрĕ. 30 çын пурăнакан ялшăн çакă пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Ял çыннисене саламлама райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Н.Павлов, Шăхаль, Мăнçырма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем И.Семенова, В.Семенов, ял старости О.Быстрова тата хăнасем ЧР Президенчĕн Мускаври представительствин ертÿçин çумĕ пулнă Н.Воронцов, Чăваш Енрен тухнă «Тăван çĕршывăн ывăлĕсем» организацине пуçарса яраканĕ тата ертсе пыраканĕ И.Николаев, Мускаври «Паркет çурчĕн» генеральнăй директорĕ Ю.Афанасьев, Тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Иванов, «Çĕр улмие мухтав» обществăн генеральнăй директорĕ А.Капитонов хутшăннă. Уява пухăннисене Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ И.Семенова, ял старости О.Быстрова саламланă, çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе 50 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан Лидия Никитичнăпа Николай Михайлович Петровсене, ялти чи ватă çынна – 84 çулхи Лидия Павловна Павловăна – парнесем панă. Уява Шăхальти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ концерт программипе илемлетнĕ, спорт вăййисем çынсен кăмăлне çĕкленĕ.



13 июля 2010
00:00
Поделиться