Халăх çыравĕ: çĕршывăн летопиçĕ, историйĕ
Çырав халăхăн хисепне палăртма, çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тĕрĕс хаклама пулăшать. Ăна кура ĕнтĕ правительствăра аталану çул-йĕрне палăртаççĕ, йышăнусем кăлараççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттересси ăçтан пуçланнă-ха?
Çĕршывра халăха шута илесси тутар-монгол тапăнса кĕнĕ тапхăртан пуçăннă. Вăл вăхăтра хуçалăхсене шута илсе çурт-йĕршĕн куланай тÿлеттернĕ. Каярахпа, 14-16 ĕмĕрсенче, çыраври кăтартăва ятарлă «çыру кĕнекинче» паллă туса пынă. 17 ĕмĕрте хуçалăхшăн (кил-çурт) кăна налук хывнă, халăха шута илнине килĕрен çырса тухни тесе палăртнă. 1718 çулта Аслă Петр Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн çыравçăсене хăш çемьере тата ялта мĕн чухлĕ арçын пулнине пĕлме çулталăклăх вăхăт панă. 1861 çулта, реформа хыççăн, халăх çыравне уйрăм хуласенче, кĕпĕрнесенче ирттерме тытăннă. Хальхинче вара пурăнакансене мар, çуртра пропискăра тăракансене шута илнĕ. 1897 çул пуçламăшĕнче Раççей империйĕнче пĕрремĕш хут пĕтĕмĕшле халăх перепиçĕ ирттернĕ. Совет тапхăрĕнче вара вăл малтанхи хут 1920 çулта граждан вăрçипе юхăнчăк тапхăрĕнче иртнĕ. Тепĕр виçĕ çултан каллех çак ĕçе пикеннĕ. 1937 çулхи январьте иртнĕ тепĕр çырав кăтартăвĕсене «сăтăрлă» тесе пытарма хушнă. Сăлтавĕ пулнă çав. Пĕрремĕшĕ, çырав 1932-1934 çулсенчи выçлăха, инкек мĕнпе вĕçленнине уççăн кăтартнă. Çак тапхăрта çĕршыв 6-8 миллион çын çухатнă. Анчах ăна Сталинăн та ĕненес-пĕлес килмен. Иккĕмĕш, халăх тĕн ĕненĕвĕ пирки тĕрĕс мар пĕлтерни. «Тĕрĕс мар» ыйту «тĕрĕс мар» хуравпа вĕçленни çĕршыв ертÿçисене тарăхтарсах янă. Çыравçă çынсенчен хăш тĕне кĕнине ыйтнă. Тĕне ытлашши ĕненсех кайманнисем те тÿррĕн каланă:православи, мăсăльман тата ытти те. Перепиçь хыççăн çырава йĕркелекенсем, ăна ирттерме пулăшакансем халăх тăшманĕсем пулса тăнă, нумайăшне лагере ăсатнă, персе пăрахнă. Тепĕр икĕ çултан черетсĕр перепись ирттернĕ, тинех «тĕрĕс» хуравсем илнĕ. Вăрçă хыççăнхи перепись 1959 çулта иртнĕ. 1970 çулта вара халăх пирки кăтартусем ытларах пухма пултарнă. Совет тапхăрĕнчи перепиçре малтанхи хут вăхăт тата укçа-тенкĕ перекетлесе хăш-пĕр сведенисене пур çынтан ыйтнипе мар, пурăнакансен 25 процентне явăçтарса пухнă. 1979 çулта халăх перепиçĕн материалĕсене ЭВМ пулăшнипе пăхса тухнă, магнитлă лентăпа çыртарнă. Çырав халăх йышĕ улшăннине кăтартма пулăшнă. Вунă çултан иртнĕ çыравăн уйрăмлăхĕ – çĕршывра пурăнакансен пурăнмалли условийĕсене, çурт-йĕр коопераци аталанăвне, çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтернине, унăн хăтлăхне пĕлме май пани. 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕн кăтартăвĕсем тĕнчери халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвне кĕнĕ. Ăна икĕ çул маларах ООНăн раунд программипе ирттернĕ пулнă.