Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă тусан ыр ят юлать

Этем пĕрре çуралса çут тĕнчене килет, ÿсет, çул çитсен шкула чупать, вĕренсе тухать, çитĕнсе çитсен мăшăрланса çемье çавăрать, ача-пăча пăхса ÿстерет, майĕпен çурт-йĕр çавăрать.

Пурăннă чухне савăнăçĕпе пĕрле хуйхи-суйхине те чăтса ирттернĕ. Анчах сехечĕ шаккать, шаккать, унăн йĕппи пĕр чарăнмасăр малаллах шăвать те шăвать. Çапла сисмесĕрех 60, 70, 80 çулсенче çак çутă тĕнчерен уйрăлать. Çак вăхăтра этем Турă панă кун-çулне, хăйĕн питех те кĕске ĕмĕрне хăнара пурăнса ирттерет. Унăн малаллахи кун-çулĕ ĕмĕрлĕхех леш тĕнчери масар çинче канлĕ те таса вырăнта пулĕ.

Пирĕн Пĕчĕк Енккасси ялĕ Энĕшпуç чиркĕвĕн прихутне кĕнĕ май масарĕ те виçĕ ялпа (Энĕшпуç, Атайкасси тата пирĕн ял) пĕр вырăнта вырнаçнă. Пурăна киле кивĕ масар тулса пычĕ, виле пытармалли лаптăк сахаллансах çитрĕ, тата апрель-май уйăхĕсенче виле пытарнă чухне шăтăка шыв тулса ларни тертлентерчĕ. Хăш-пĕр чухне тупăка шыв çине лартса хăварнă тĕслĕхсем те пулнă...Унсăр пуçне кивĕ масар ялтан аякрине, хĕллехи çил-тăманлă, шартлама сивĕ çанталăкра, кĕрлĕ-çурлă пылчăклă çулпа масар çине кайса килмелли йывăррине шута илсе Пĕчĕк Енккасси ялĕ валли çĕнĕ масар уçма йышăннă. Ял халăхĕ пуçарнипе 1998 çулта пухура пăхса тухнăччĕ çак ыйтăва. Ку ĕçре пире вăл вăхăтра Аслă Чак ял Совечĕн председателĕ пулнă П.Егоров тивĕçлĕ пулăшу пачĕ. Çапла Вăрмар район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Пĕчĕк Енккасси ялĕ валли Атайкассине каякан шоссе хĕрринче Сапаскар вăрманĕ çывăхĕнче çĕнĕ масар валли 1,16 сотка çĕр лаптăкĕ уйăрса пачĕç. Ялтан аякра мар - 1 çухрăмра кăна. Ял çыннисем кĕске вăхăтра бетон юпасем лартса, пралук карса картана çавăрса илчĕç ăна. Çавăн пекех масар йĕри-тавра «симĕс карта» чĕртес тĕллевпе Пысăк Енккасси çĕрĕ çинче вырнаçнă хыр-чăрăш посадкинчен А.Семеновпа иксĕмĕр 300 ытла пилешпе çăка хунавĕсем кăларса килсе ял халăхĕпе пĕрле лартрăмăр. Халĕ вĕсем аван ÿснĕ - хулари пĕр-пĕр аллейăна аса илтереççĕ.

1999 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Энĕшпуç чиркĕвĕн пачăшки Иван атте çĕнĕ масара Турă шывĕпе çветит турĕ. Унтанпа 11 çул иртрĕ. Çĕнĕ вырăна пĕрремĕш хут 1999 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче 63 çула çитсе йывăр чирлесе выртнă хыççăн вилнĕ Е.Сродникова пытарнă. Вăл масар пуçлăхĕ шутланать. Çĕнĕ масар вăрманпа вырнаçнă май унта тĕрлĕрен йывăç хунавĕсем шăтса тухма пуçларĕç, хыт-хурапа çум курăкĕ те алхасать. Вĕсене вăхăтра тасатмалла. Çак çитменлĕхсене шута илсе Аслă Чак ял тăрăхĕн Пĕчĕк Енккассинчи суйлав округĕн депутачĕ Т.Андреева пуçарнипе 3-4 кун хушшинче П.Андреев, Ю.Петров, Е.Григорьев ял çыннисем хăйсен газон çулмалли косилкипе масар лаптăкне хыт-хураран тасатса тухрĕç, ырă ĕç турĕç. Масара тирпейлесе таса тытса тăрасси хамăртан нумай килет. Ку вăл кашнин тивĕçĕ.



13 июля 2010
00:00
Поделиться