Канчĕç те, ĕçлерĕç те
Чулкас ялĕнчи шкула çуллахи каникулта та ачасем ирхине вăхăтпа утаççĕ, мĕншĕн тесен кунта ĕçпе кану лагерĕ пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пырать. Ăна райадминистрацин пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Шкул çумĕнчи «Лучик» лагере туризмпа тавра пĕлÿпе те çыхăнтарнă. Лагерьте ачасен савăнăçлă кулли кăна илтĕнсе тăрать, мĕншĕн тесен кунта тăтăшах тĕрлĕрен викторинăсемпе конкурссем, спорт тата туристла вăйăсем ирттернĕ. Ачасем гитарăпа каласа савăнăçлă юрăсем юрлама та ăста. Тăван тавралăха тĕпчес тĕллевпе çуран çÿрекенсен «Туризм азбуки» туризмне ирттернĕ. Кунта та вĕсем вăхăта усăсăр ирттермен тĕрлĕрен конкурссем йĕркеленĕ, туризм техникин тата топографин кăткăслăхне тĕпченĕ, «Хаваслă стадион» конкурса хутшăннă, «Ачалăхăн тĕрлĕ сăнĕсем» концерт кăтартнă. Раççей кунне халалласа та тĕрлĕрен мероприятисем пулчĕç. Районти ытти шкулсенчи ĕçпе кану лагерĕнчи ачасем хушшинче иртекен районти спартакиадăна та хаваспах хутшăнчĕç ачасем. Вĕсен савăнăçлă сăнĕ тата пултарулăхĕ çине пăхса кунти воспитательсем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, опекунĕсем те савăнаççĕ. «Лучик» лагерь ачасемшĕн чăннипех те тăван кил пекех пулса тăчĕ.
Шкулта ачасен хисепĕ халичченхи çулхисенчипе танлаштарсан сахалтарах пулин те, лагере ачасем унчченхинчен ытларах çÿреççĕ. Ытларах кĕçĕн класра вĕренекенсем çÿреме кăмăллаççĕ.
Шкулта çавăн пекех ĕçпе кану лагерĕ те йĕркеленĕ, унта 67 ача çÿрет. Вĕсем шкулта юсав ĕçĕсем тума, территорие тирпей-илем кĕртме пулăшнă, шкул çумĕнчи участокра ял хуçалăх ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ тата ытти те.
Шкул районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та тачă çыхăну тытса ĕçлет. 8-9 классенче вĕренекен 16 ачана ял тăрăхĕн администрацийĕпе тата ялти фермерсемпе килĕшсе ĕç вырăнĕсем тупса панă. Вĕсем шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ тата ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă. Çуллахи ĕçпе кану лагерĕ ачасен сывлăхне çирĕплетме тата кăштах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулăшать. Çавăн пекех ачасене пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме, ĕçе хăнăхма май туса парать.