Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ
Кашни çулах районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленнине тишкереççĕ. Çавна май 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче шкулсене йышăнасси пирки Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн ятарлă комисси йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра районти 18 вĕрентÿ учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсенчен 15-шĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрпе пĕрех. Кăçал шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси унчченхи çулпа танлаштарсан иртерех пуçланчĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама республика муниципаллă бюджетсенчен 4 миллион та 71 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулăн спортзалне çĕнетнĕ, çивиттине витнĕ, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта урайне çĕнетеççĕ, ача сачĕн çивиттине çĕнĕрен витеççĕ. Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Шăхальти ача садĕнче ăшă пыракан пăрăхсене пĕтĕмпех улăштарнă, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн котельнăйĕнчи хурана çĕнерен илсе вырнаçтарнă, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул патне пыракан ăшă паракан трассăна çĕнетнĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1 миллион та 496 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Унсăр пуçне кашни шкул хăйĕн вăйĕпе вырăнта хăтлăх кĕртессипе ĕçлет. Районти вĕренÿ учрежденийĕсене тĕрĕслекен ятарлă комисси нумаях пулмасть Энĕшпуçĕнчи, Аслă Чакри, Пысăк Енккассинчи, Карăкçырмари, Саруйĕнчи шкулсемпе ача сачĕсенче пулса унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ.
Чи малтанах ĕçлĕ çул çÿрев Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулпа ача садне пулчĕ. «Шкул - ял управçи» текен каларăша Энĕшпуç шкулĕнчи вĕрентекенсем çирĕп тытса пыраççĕ. Кунта тирпей-илем, хăтлăх хуçаланнине асăрхарĕç комисси членĕсем. Шкулăн кашни класне, спортзала çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Пуçламăш классен стенисене, урайĕсене пĕтĕмпех сăрланă. Кунта çутă, илемлĕ. Ачасене пĕлÿ илмешкĕн пур условисем те пур. Унпа пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕç. Асăннă вĕренÿ учрежденинчи шкул столовăйне пысăк тимлĕх уйăрмаллине, шкул ачисене апатлантармашкăн ятарласа меню пулмаллине, кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтермеллине, рациона ачан организмне аталантарма кирлĕ апат-çимĕç хатĕрлемеллине палăртрĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи территори управленийĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ С.Московская. «Радуга» ача сачĕ те юсав ĕçĕсем чылай пурнăçланă. Кунта çитес вăхăтра тепĕр ушкăн уçма палăртаççĕ. Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та юсав ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ. Классене сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Ачасем валли сĕтел-пукан та çителĕклех. Вĕрентекенсен пăшăрхантаракан ыйту - асăннă шкулта çулсерен ача йышĕ чакса пыни. Çакна палăртмалла: ку ыйту ытти хăш-пĕр шкулсенче те çивĕч тăрать. Санитари требованийĕпе кашни шкултах медицина кабинечĕ пулмалла. Çак шкулта та ăна йĕркелеме тытăннă. Комисси членĕсене куçа курăнакан çитменлĕхсенчен пĕри хими кабинетĕнче сиенлĕ хутăшсене кăлармашкăн мăрье çукки пулчĕ. Çитес вăхăтра ăна татса пама пулчĕç. Карăкçырмари пуçламăш классене вĕрентекен шкулпа ача сачĕсенче те чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Шкул умне, ача садне çÿрекенсен картишĕнчи вылямалли вырăна та хăтлăх кĕртнĕ. Комисси членĕсем асăннă ача сачĕн яваплă çыннисене шыв ыйтăвне татса парассипе ĕçлемеллине палăртрĕç. Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Пысăк Енккассинчи вăтам шкула пулчĕ. Ку районта чи çĕнĕ шкул шутланать. Çавăнпа та комисси членĕсен асăннă шкулпа ыйтăусем нумай пулмарĕç, вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрри çинчен палăртрĕç.