Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсем мар пулсан, кам?

Общественноçри лăпкăлăха тытса тăракансем - йĕрке хуралçисем. Вĕсем мар пулсан кам пире сыхлĕ. Хуть те хăш вăхăтра та вĕсенчен пулăшу ыйтса тÿрех «02» шăнкăравлаççĕ. Вĕсен оперативлăхĕ пысăк, çийĕнчех çула тухаççĕ, чĕннĕ çĕре çитсе пулăшма васкаççĕ.

Вĕсен ĕçне вара тĕрлĕ çĕртен килсе тăтăшах контрольлесе тăраççĕ. Хальхинче те ЧР Шалти ĕçсен министерствин представителĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, район прокурорĕн помощникĕ Ю.Никифоров тата пĕтĕм коллектив иртнĕ 6 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетрĕç.

Районта право йĕркисене тытса пырасси тата преступнăçа хирĕç кĕрешесси Раççей тата ЧР Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕсемпе тата йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче преступлени тăвасси пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 18,8 процент чакнă (республикипе 16,3 процент). Çак вăхăтчен 104 преступлени тунине регистрациленĕ, пĕлтĕр - 128 пулнă, 87,2 процентне уçса палăртнă. Çав шутра криминаллă ĕçсем тăвасси самаях чакнă (17,6 процент), вĕсене 76,3 процент уçса панă (республикипе - 14,3). Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ пĕлтĕр çак вăхăтра 77 пулнă пулсан, кăçал - 62, çакă19,5 процент чакнине пĕлтерет. Çак вăхăт тĕлне 10 çын пуçне шутласан 38,4 преступлени тивет.

Милици сотрудникĕсен ĕçĕ ытларах цифрăсемпе палăрать. Çакă кашни уйрăмпа яваплă сотрудниксем тухса каланинчен те палăрчĕ. Ку енĕпе çак цифра пысăкрах, ку пĕчĕкрех терĕç тата ытти те... Çавăн пекех кашни сотрудник миçе протокол çырнă, хăш енĕпе, кам хăйне шанса панă ĕçне вăхăтра пурнăçламан - пурте алă тупанĕ çинчи пекех тухса тăчĕ. Кадрсемпе еплерех ĕçлесе пынипе те паллаштарчĕç. Хăшĕ-пĕрисене тĕрлĕ сăлтавсене пула асăрхаттарнă тĕслĕхсем те пулнă иккен. Ытларах ĕçлекене яланах вăрçаççĕ тенĕ пекех, кунта çавăн пекех пулчĕ пулмалла: вĕсен вара пур çĕре те çитмелле, пуринпе те интересленмелле, çав вăхăтрах талăкĕпех дежур та тăмалла, тĕрлĕрен преступленисем тăвакансен çулне те пÿлсе хумалла, тăрă шыв çине кăлармалла, ачисене алимент тÿлесрен пăрăнса çÿрекенсене тупмалла, хыпарсăр çухалса çÿрекенсене шырамалла, çынсем çине вăрă-хурахла тапăнакансем те милици сотрудникĕсенчен тарса пытанаймаççĕ, хваттерсене çаратса çÿрекенсен йĕрĕсем çине ÿкмелле, обществăлла вырăнсенче эрех-сăра ĕçсе йĕркене пăсакансене те вĕсемпех тытса чарса лăплантараççĕ... канашлура пĕтĕмпех çаксем тавра пычĕ калаçу, цифрăсем илсе кăтартрĕç. Канашлăва ятарласа килнĕ представительсем те кашниех сăмах тухса каласа милици сотрудникĕсен ĕçне хакларĕç, хăш-пĕр çитменлĕхсене вăхăтра пĕтермелли пирки асăрхаттарчĕç.

Республикăра тата районта чрезвычайлă лару-тăру пулнă май, çак вăхăтра еплерех ĕçсем туса ирттермелли тата асăрхануллăха татах та ÿстермелли пирки каласа хăварчĕç.

Ĕçре кăна мар, тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнса та палăраççĕ сотрудниксем, наградăсене те тивĕçеççĕ. Акă нумаях пулмасть Çĕрпÿ хулинче тĕл перессипе иртнĕ ăмăртура С.Галкин палăрнă, ăна савăнăçлă лару-тăрура наградăларĕç. Пĕтĕмĕшле каласан милици сотрудникĕсем çынсен лăпкăлăхне упрассишĕн нумай ĕçсем туса ирттереççĕ.



13 июля 2010
00:00
Поделиться